АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕ Те, ачисем те явап тытнă

01 апреля 2009 г.

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тимлекен, вĕсен правине хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулнă. Ăна комисси председателĕн çумĕ М.Сепперов ертсе пынă.

Комисси çул çитмен ачасемпе çыхăннă тăхăр ĕç пăхса тухнă. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе çырнă протоколсен ытларах пайĕн сăлтавĕ – шкул ачисем уроксене сиктерни, шкула килменни. Сăмахран, Нăрваш Шăхалĕнчи шкулта 10-мĕш класра вĕренекен В.Чанга ку таранччен пĕр сăлтавсăр 45 кун шкула килмен. Алманчăри С.Аппаковăн 7-мĕш класри, Анат Туçари Н.Перепелкинăн 9-мĕш класри ывăлĕсем те шкула хăйсен кăмăлĕпе çеç çÿреççĕ. Ку çеç те мар-ха, вĕренÿре те йывăрпа ĕлкĕрсе пыраççĕ. Çакă, паллах, чăн малтанах ашшĕ-амăшĕ енчен ачисене кирлĕ пек тимлĕх, воспитани пулманнинчен килет. Вĕренекенĕн пĕрремĕш саккунлă тивĕçĕ – кашни кун шкула пĕр сиктермесĕр çÿресе хăйĕн ăс-тăн аталанăвĕ валли кирлĕ пĕлÿ илесси. Маларах асăннă ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те административлă право йĕркине пăхăнмаççĕ. Çакăншăн вĕсен пурин те комисси умĕнче явап тытма тивнĕ.

Комисси ĕçне район прокурорĕн пулăшуçи В.Путяков хутшăннă. (Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика