04 апреля 2009 г.
Экономика тĕлĕшĕнчен çирĕп хуçалăхсем кашни отрасле аталантарма тăрăшаççĕ. Пур япала та пĕр-пĕринпе çыхăннине питĕ лайăх ăнланнăран çапла тăваççĕ. Акă, “Красное знамя” хуçалăхра фермăсенчи выльăх-чĕрлĕх йышне çуллен йышлатса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра кунта ĕне-выльăх 560 пуç шутланать, вĕсенчен сăвăнаканни – 180. Пĕлтĕр вара çак вăхăталла 150 пулнă. Çулталăк вĕçне сĕт паракан ĕнесене 230 пуçа çитерме палăртнă. Мари Элтан, кÿршĕ Комсомольски районĕнчен иртнĕ çул ăратлă ĕнесем туянни кĕтĕве çĕнетме май панă. Хуçалăхра йыша ÿстерме пĕтĕм услови пур.
Выльăхсен умĕнче апат яланах çителĕклĕ. Кулленех утă, силос, чĕкĕнтĕр çитереççĕ. Вĕсене пурне те пахалăхлă хатĕрлеме тăрăшнă, çавăнпах пĕр ĕнерен куллен 12-13 килограмран кая мар сĕт суса илеççĕ. Кăтарту район шайĕнче те лайăххисенчен пĕри.
Дояркăсен ĕçне çăмăллатассишĕн тăрăшни те сисĕнет. Сĕт тÿрех ятарлă пăрăхсем тăрăх холодильнике каять, унчченхи пек флягăсем йăтса нушаланмалла мар. Ытлашши сĕте “ВАМИН Татарстан” акционер пĕрлешĕвĕн филиалне – Патăрье-лĕнчи çу заводне сутаççĕ.
Пăрусене те тимлĕхсĕр хăварман. Амăшĕсенчен уйăрнă хыççăн апат рационне тата та ытларах пуянлатма тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра кулленех “Провими” минераллă хутăш параççĕ. Ÿт хушаслăхĕ лайăхланнисĕр пуçне чирлеслĕхĕ те чакать.
“Красное знамя” хуçалăхра витесене таса, тирпейлĕ тытма тăрăшаççĕ. Тислĕке кăларакан транспортер ĕçлет. Çуркуннепе кĕркунне хуралтăсене шуратса дезинфекцилеççĕ.
Паянхи саманара кадр ыйтăвĕ питĕ çивĕч тăрать. Хуçалăхра выльăхсене пăхакансем хальлĕхе çителĕклĕ. Пăрусем патĕнче иккĕн вăй хураççĕ, дояркăра – улттăн. Вĕсенчен иккĕшĕ çамрăк. Скотниксем те тăваттăн. Тĕп специалистсем те çителĕклĕ. Ю. Чернов зоотехник хăйĕн ĕçĕнче чăн ăста, ĕç опычĕ пысăк. Ун пек нумай çул хушши вăй хуракансем районта та сахал. Ферма заведующийĕ Ю. Лаврентьев та çамрăк, шăпах вăй-хал вĕресе тăнă вăхăт. Ветеринар та яш каччă. Кадрсем çамрăкки чăннипех те савăнтарать.
Каччăсемпе хĕрсем тăван хуçалăхрах ĕçлеме тăрса юлнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри – тÿлев лайăххи. Дояркăсем хĕллехи вăхăтра 6-7 пин тенкĕрен кая илмеççĕ. Çуллахи вăхăтра сăвăм пысăклансан тата та ытларах пулать. Çул вĕçленнĕ чухне фермăра тăрăшакансене хавхалантарма тата хушса тÿлеççĕ.
Ĕçлес тесех вăй хурсан, вите тулли выльăх пулать, хуçалăх кассине те чĕрĕ укçа кĕрет. О.ПАВЛОВА.