АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх çыравне хатĕрленсе

04 апреля 2009 г.

2010 çулхи юпан 14-25-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пулать. Ăна мĕнле ирттересси хатĕрленÿ тапхăрне йĕркел-лĕ туса пынинчен килет. Ку енĕпе районта комисси йĕркеленĕ. Унăн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унта вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Ларăва Патăрьелĕнчи статистика пайĕн пуçлăхĕ М. Абдуллин уçрĕ, ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа адрес хуçалăхĕнче йĕрке тăвасси çинчен район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ В. Ижедеров тухса каларĕ. Март уйăхĕнчи тĕрĕслев хыççăн хăш-пĕр ялта, урамра тĕл пулнă çитменлĕхсене палăртрĕ. Ĕçе вăраха ямасăр вĕсене пĕтермеллине асăнчĕ. Хăш-пĕр ялăн, урамăн аншлагĕсене çĕнетмелле, ятне çырни икĕ енлĕ тата икĕ чĕлхепе пулмалла. Патăрьел ял тăрăхĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсене номерлемеллине аса илтерчĕ.

Перепиçе хатĕрленсе Кзыл Чишма, Хирти Пикшик, Ыхра Çырми ял тăрăх администрацийĕсем мĕнле ĕçлени çинчен итлерĕç. Вĕсен пуçлăхĕсем ку енĕпе комисси тунине, стендсем хатĕрленине, адрес хуçалăхĕпе ĕçленине палăртрĕç.

Иккĕмĕш ыйтупа районти çырав ыйтăвĕпе ĕç-лекен уполномоченнăй Г. Афанасьев тухса кала-рĕ. Çуртсен списокне тăвас ĕçе тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Информациллĕ ăнлантару ĕçне туса пыма чĕнчĕ. Алманчă тата Нăрваш Шăхаль ял тăрăх администрацийĕсен ĕçне тĕслĕх илсе кăтартрĕ.

Ларăва район пуçлăхĕ Н. Глухов хутшăнчĕ. Ку енĕпе ирттерекен ĕçсем хамăршăн та вырăнлă пулнине палăртрĕ. Тĕслĕх-рен, акă, çуртсене, урамсене тĕрĕс палăртни васкавлă пулăшу парас енĕпе çула тухакансен, почтальонкăсен ĕçне чылай çă-мăллатнине каларĕ. Газпа усă курнă чухне сиксе тухакан инкек-синкекрен, вут-кăвартан, ытти чрезвычайлă лару-тăрури пăтăрмахран пулăшу кÿрекенсене те çăмăллăх паратех.

Халăх çыравне халăхпа ирттермелле. Çавăнпа та кашни канашлура, ларура, пухура çак ыйтăва çĕклемеллех.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика