АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛКĂШТĂР КУЛЬТУРА ВУЧАХĕ

04 апреля 2009 г.

Культура ĕçченĕсен професси уявне паллă тума пуçлани патшалăх çак сферăри специалистсем патне тимлĕх уйăрнине тепĕр хут çирĕплетет. Вĕсен тивĕçлĕ тÿпе хывнă тăрăшуллă ĕçĕ çĕр-шыв аталанăвне лайăхлатма пулăшать-çке. Анчах культура ĕçченĕсен уявра кану çук. Çак кун та вĕсен сцена çинче пулса ял халăхне савăнтарни вырăнлă. Шăпах çакна шута илсе йĕркелерĕç те Туçа ял тăрăхĕнчи культура аталанăвĕпе халăх ăсталăхĕн информаципе методика центрĕн ĕçченĕсем черетлĕ концерта. Кивĕ Ахпÿрт, Вăтаел, Козловка-Пăлакасси, Анат Туçа, Тутар Тимеш ялĕсенчен пуçтарăнчĕç хăйсен пултарулăхне кăтартма. Ĕçлесен ĕç пырать иккен. Умма тĕллев лартман пулсан çакнашкал мероприяти йĕркеленмен те пулĕччĕ. Халĕ, акă, Кивĕ Ахпÿртри, Козловка-Пăлакассинчи, Анат Туçари культура çур-чĕсем çумĕнчи фольклор ушкăнĕсем те тепĕр хут çĕнелсе халăх умне тухрĕç. Вăтаелĕнчи В. Сабаевпа Анат Туçари В. Колпаков иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче юратса юрланă юрăсене шăрантарчĕç. Кивĕ Ахпÿртри çамрăк юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе пĕр хутчен çеç мар савăнтарнă куракансене. Снежана Арлановăпа Кристина Пыркина ăста специалистсем пекех тытаççĕ. Вăтаелĕнчи, Кивĕ Ахпÿртри, Анат Туçари культура çурчĕсем çумĕнчи ташăçăсен пултарулăхне палăртмасăр иртме çук. Хут купăспа баян, ытти музыка инструменчĕсем вылянчĕç артистсен аллинче. М. Амерханов кĕвĕ çаврăмĕсене чуна тивмелле кăларчĕ.

Райадминистрацин социаллă аталану, информаципе тивĕçтерекен тата архив ĕçĕн пай заведующийĕ С. Викторов сцена ăстисен пултарулăхне палăртса кашни ялти ушкăна Тав хучĕпе чысларĕ.

“Паянхи ялсенчи клуб учрежденийĕсем нумай профильлĕ социаллă культура центрĕсем пулмалла”, – тенĕччĕ республикăри культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р. Лизакова (“Авангард” хаçатра пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче пичетленнĕ).

Роза Михайловна выртакан чул айĕнчен шыв юхманнине палăртрĕ. Культура çурчĕсен ĕçне лайăхлатас тесен алă усса лармалла марах çав. Халăха кану çуртне уттарма тĕрлĕ кружок, секци ĕçлени те пулăшмалла. Ĕлĕкрех çавсемпе те кĕрленĕ клубсем.

Ялсенчи библиотекăсене тĕслĕхлĕ тăвас ĕçе сахал мар тимлĕх уйăрчĕ Чăваш Ен Президенчĕ. Халĕ çак юхăм культура çурчĕсене куçса пырать. Паллах, ĕçе тăрăшуллисем пикенеççĕ. Эппин Туçа енче те малтисене курасчĕ.

А.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика