04 апреля 2009 г.
Шутланă тăрăх, тĕнчере туберкулезпа çулсерен 8 миллион çын чирлет тата çак чире пула 3 миллион çын вилет. Çывăх çулсенче 30 миллион çын вилессе палăртаççĕ. Чăваш Республикинче те лару-тăру çавнашкалах. Хамăр районта та туберкулез чирĕ хăрушлăх кăларса тăратать. Лару-тăру япăхланнин сăлтавĕ мĕнре-ха;
Çакă чи малтанах халăхăн пурнăçĕ начарланнипе çыхăннă. Уйрăммăн илсен, белоклă апатсен хисепĕ чакса кайнипе. Кунсăр пуçне хуйхă-суйхă нумайланни, ĕçсĕр тăрса юлни, халăхăн культури чакни, алкоголизм тата наркомани те лару-тăру япăхланасси патне илсе пыраççĕ.
Медицинăра тухса тăнă проблемăсем те лару-тăрăва йывăрлатаççĕ. Ÿпке чирĕсем, хырăмлăх, вуникпумăклă пыршă язви, сахăр диабечĕ тата туберкулеза аталанма пулăшакан ытти чирсем нумайланчĕç.
Туберкулез чирне ертекен бацилла, ăна 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче палăртнă, çав тери çирĕп пулнипе тата организмри условисене часах хăнăхнипе палăрса тăрать. Туберкулез палочки тусанра, тĕрлĕ япалара, çавăн пекех сивĕре те нумайччен пурăнать. Хĕвел пайăркисем, дезинфекцилемелли хатĕрсем ăна пĕтереççĕ, çавăн пекех вĕрекен шывра та вăл часах вилет.
Çакна асра тытмалла: туберкулезпа чирлекен çулсерен 10-12 çынна чирлеттерет. Чир ытларах сывламалли органсем урлă ерет.
Туберкулез чирĕ малтанах палăрмасть е кăшт кăна палăрать. Çавах та температура нумай хушă чакмасан, çын часах ывăнсан, каçхине тарласан, начарланса пырсан, сывлăш пÿлĕнсен врач патне каймаллах пулать.
Иртнĕ çул туберкулезпа районта 29 çын чирленĕ.
Пурте пĕлетпĕр, чиртен сываласси сыхланассинчен йывăртарах. Туберкулезран пĕрремĕш прививкăна ача çуралнă 4-7-мĕш кунхинех тăваççĕ. Вакцинацин иммунитечĕ 5-7 çула тăсăлать. Иккĕмĕш прививкăна 6-7 çулта, унтан 14 çулта тăваççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ ачасем кампа çыхăну тытнине сăнасах тăмалла. Тепĕр прививкăна 5-7 çултан çеç тумалла.
Ачасемпе çул çитмен çамрăксем хушшинче туберкулез чирне вăхăтра палăртмалли тĕп меслет вăл – Манту пробине лартни. Ăна кашни çулах е икĕ хут тăваççĕ. Енчен те ача организмĕнче микобактери нумайрах пулнине тупса палăртсан, фтизиатр пулăшăвĕ кирлех. Вăл сывату курсĕсем парать. Чи кĕске курс – 3 уйăх. Санаторисене кайни питĕ лайăх.
Çак чиртен сыхланса иммунитета çирĕплетмелле, пĕлсе апатланмалла. Чи лайăх меслет – ÿт-пĕве пиçĕхтерни, витаминсем, сиплĕ шывсем ĕçни, спортпа туслă пулни. Апат рационĕнче пахча çимĕç, улма-çырла, сĕт-турăх ытларах пулмалла.
Пÿлĕмсене час-часах уçăлтармалла.
Çакна асра тытмалла: ашшĕ-амăшĕ ачисен сывлăхĕшĕн тăрăшмасан, темле лайăх врач та вăйсăр.
В.КАЗАКОВА,
районти тĕп больницăри фтизиатр.