08 апреля 2009 г.
Районти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен, ял тăрăх пуçлăхĕсен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисен уйăхсерен ирттерекен канашлăвĕ пулчĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пычĕ.
Канашлăвăн тĕп ыйтăвĕсем: 2010 çулта Патăрьел районĕнче Республика кунне ирттересси, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси.
Патăрьел районĕ Республика кунĕн хăш-пĕр мероприятийĕсене ирттерме ирĕк илессишĕн муниципаллă тытăмсен конкурсне пĕр хут çеç мар хутшăннă. Кăçал вара Патăрьелсене телей тухрĕ: конкурс комиссийĕ Патăрьел районĕн администрацийĕ унта çĕнтернине пĕлтерчĕ, Республика кунĕн мероприятийĕсене 2010 çулта Патăрьелĕнче ирттерме ирĕк пачĕ.
Район обществăллă инфратытăма йĕркелес тата аталантарас, ялсен сăн-сăпатне лайăхлатас, строительство пахалăхне хăпартас, чи малтан пурнăçламалли мерăсене палăртас, çул-йĕр тытăмне анлăлатас, тавралăха симĕс тум кĕртес енĕпе туллин тăратнă информаци комиссие кăсăклантарчĕ. Çавна май комисси членĕсем çакна палăртнă: районта пĕчĕк бизнеса, агропромышленность комплексне, 2010 çулта коммуналлă тата обществăллă инфратытăма аталантармалли ыйтусене анлăн çутатнă, конкурсра çĕнтерме кирлĕ условисене туллин пурнăçланă. Информацире тĕрлĕ объекта уяв мероприятийĕсем тĕлне хатĕрлемелли çул-йĕре те палăртнă. Тирпей-илем кĕртнине, çĕнĕ скверсемпе çуран çÿремелли çулсем тунине, уйрăм объектсен эстетикăллă пахалăхне лайăхлатнине паха ÿкерчĕксемпе сăнланă, уяв мероприятийĕсен программине, уявăн кăсăклă символикине хатĕрленĕ.
Республика уявĕн кунĕсенче 24 хваттерлĕ çурт, стадион, Хырла юхан шывĕнчен килекен шыв пăрăхĕн пĕрремĕш черечĕ, Шăнкăртамра 180 вырăнлă ача сачĕ ĕçе кĕмелле.
Конкурс комиссийĕн йышăнăвĕпе никĕсленсе Н. Глухов канашлăва хутшăннисем умне Республика кунне чыслăн хатĕрленсе уявлас тĕллевпе тивĕçлĕ тĕллевсем лартрĕ. Ку ĕçе кашни ял тăрăхĕн хастар хутшăнмалла, наци проекчĕсене, мĕн пур шайри программăсене пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле, ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçе тĕпрен çĕнетмелле.
Район пуçлăхĕн çумĕ – строительствăпа обществăллă инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ И. Дикин нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли тĕллевсене çи-вĕчлетрĕ.
Канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç. (Хамăр корр.).