АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЗЯТКА ПАМА ХĂТЛАННĂ

08 апреля 2009 г.

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ РФ Уголовнăй Кодексĕн 3-мĕш пайĕн 30-мĕш, 2-мĕш пайĕн 291-мĕш статйисемпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ку статьясем должноçри çынна взятка пама хăтланни, анчах саккунсăр ĕçе хăйĕнчен килмен лару-тăрăва пула вĕçне çитерейменни пирки айăплаççĕ.

Ĕçĕ çапларах пулнă. Кăçалхи мартăн 18-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Ф. гражданин ВАЗ-21099 машинипе Тăрăн ялĕ патĕнче РФ Административлă право кодексĕн 1-мĕш пайĕнчи 12.3-мĕш, 12.37-мĕш статьясемпе хаклакан административлă правăна пăснă. Унăн автомобиле тытса пыма доверенность пулман. Патăрьел районĕнчи ГИБДД сотрудникĕ ăна тытса чарнă, документсем кăтартма ыйтнă. Гражданин документсене панă хыççăн инспектор административлă право йĕркине пăсни çинчен протокол çырма тытăннă. Ф. гражданина машина ăшне кĕрсе ларма ыйтнă. Инспектор гражданина Кодексри статьясен пĕлтерĕшĕпе те паллаштарнă. Гражданин хăйне айăпласса, штраф хурасса ăнланса илнĕ. Служба тивĕçне саккунпа пурнăçлакан инспектора протокол çырас марри пирки ыйтнă. Ун хыççăн саккуна хирĕçлесех инспектора укçа сĕннĕ. Çул-йĕр инспекторĕ саккунсăр “хавхалантарăва” илмен.

Çакăн пек хăтланни уголовлă яваплăх тыттарма хушать. Хальхи вăхăтра уголовлă ĕçе тĕпчеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика