08 апреля 2009 г.
Кăçалхи мартăн 11-мĕ-шĕнче 15 сехетсем тĕл-нелле çул-йĕр инспекторĕсем Шăнкăртамри С. гражданина, хăйĕн ВАЗ-21140 машинипе пыраканскере, тытса чарнă. Вăл хăрушсăрлăх пиçиххине çыхман пулнă. Çапла РФ Административлă право кодексĕн 12.6-мĕш статйине пăснă. Инспектор вара хăйĕн должность тивĕçне Федерацин “О милиции” саккунĕн 1, 2, 3, 4, 5, 8, 9, 10, 11-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Вĕсем инспектор граждансен пурнăçĕпе сывлăхне, правипе ирĕклĕхне хÿтĕлемелли, преступленисемпе право йĕркине пăснине сирмелли, обществăллă йĕркелĕхе сыхламалли çинчен калаççĕ.
Тытса чарнă хыççăн С. гражданин çулсен Патăрьел-Шăнкăртам хĕресленĕвĕнче тăракан ГИБДД машини патне инспектор постановлени-квитанци çырнине чарас тĕллевпех пынă. Машина ăшне кĕрсе ларнă та инспектор çыракан хута туртса илсе, лучăркаса айккине пăрахнă. Унсăр пуçне тепĕр милици работникĕ тата куракансем умĕнче инспектора киревсĕр сăмахсемпе кÿрентерсе пĕтернĕ. Çапла майпа власть представителĕн хисепне, гражданинăн чысне вараланă.
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ РФ Уголовлă процесс кодексĕн 144-145-мĕш стат-йисемпе никĕсленсе уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва татса парассипе ĕçлет.
В.ЕГОРОВ,
следстви пайĕн аслă следователĕ.