08 апреля 2009 г.
Ÿсен-тăрана сиенлекенсен шутне упа нăрри (медведка), тымар хурчĕ (проволочник), ĕне нăрри (хрущ), йĕпе хурт (слизень), каюра (крот) кĕреççĕ. Вĕсене эпир пурте паллатпăр, анчах кĕрешмелли сăлтавсене сахалтарах пĕлетпĕр.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлеççĕ, культурăсене кашни çул тĕрлĕ вырăна акаççĕ, лартаççĕ. Асăннă сăтăрçăсем хăйсен усал “ĕçне” çавăнпа палăрмаллах тăваймаççĕ, анчах килти хушма хуçалăхра сисĕнтерет. Вĕсене тĕп тумалли мелсем пирки сăмах пуçарасшăн та ĕнтĕ.
Упа нăрри май уйăхĕнче çăмарта хума пикенет, ăшă вырăн шырать. Шăпах çак вăхăтра сăтăрçă çÿрекен вырăнсенче çĕрмен тислĕкрен (лашан лайăхрах) купасем тумалла. Тепĕр 25-30 кунран вĕсене çунтармалла е салатмалла. Çапла майпа çăмартасем, личинкăсем пĕтеççĕ.
Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче упа нăрри хĕл каçма вырнаçать. Çак вăхăтра лаптăк тавра 50 сантиметр тарăнăш шăтăк чавса çĕрмен тислĕке тултармалла. Сивĕсем пуçлансан, тислĕке салатсан, нăрăсем шăнса вилеççĕ.
Халăхра сарăлнă тепĕр меслет. Сăтăрçă йăвисене 1 литр шыва 100 грамм краççынпа хутăштарса ямалла. Нăрă çиеле тухать, вара ăна тытса вĕлереççĕ. Парниксене сыхлама йĕри-тавра краççынпа хутăштарнă хăйăр сапмалла.
Нумай çимĕçе сиен кÿрекеннисенчен тепри – тымар хурчĕ. Вăл çĕр айĕнче 3-4 çул пурăннă хыççăн нăрă пулса тухать. Чылай чухне нумай çул ÿсекен шурути ятлă курăк çинче ĕрчет, çавăнпа та ăна ÿсме памалла мар. Сухаланă хыççăн çĕр улми, кишĕр, чĕкĕнтĕр, сухан тата ытти пахча çимĕçе акма хушмаççĕ.
Тымар хурчĕ нÿрлĕ çĕре юратать, тăпра типсе пынă майăн йĕпе шыраса аялалла тарса пырать. Çавна кура килти лаптăксенче, типсе çитиччен, 5-15 сантиметр тарăнăш чавса чăх çăмарти пысăкăш çĕр улми, кишĕр, чĕкĕнтĕр татăкĕсем хурса тухмалла. Тепĕр 3-4 кунран кăларса пуçтарса илмелле те вĕри шыва ярса сăтăрçăсене вĕлермелле. Пахча-çимĕç татăкĕсене кун хыççăн выльăхсене çитерме юрать.
Кукуруза, урпа, сĕлĕ тымарĕсене те тымар хурчĕ юратса çиет. Асăннă культурăсене акнă хыççăн шăтнă май кăларса личинкисене вĕлермелле.
Çĕре известлени, пĕр тăваткал метра 20-30 грамм аммиак селитрине шывра ирĕлтерсе сапни тымар хурчĕн личинкисен йышне чакарать. Пĕрремĕш ÿсĕмри личинкăсене хирĕç 10 литр шывра 5 грамм марганцовкăна ирĕлтерсе çуршар литр сапни те усăллă. Кукурузăпа, урпапа, сĕлĕпе, тулăпа пĕрле 10 тăваткал метра 5 процентлă пĕрчĕллĕ базудин 40-шер грамм хутăштарса акмалла. Тымар кăшлама пынă личинка хими препарачĕ çисе вилет.
Юлашки çулсенче ученăйсем 2-3 тонна çĕр улми вăрлăхне 0,3-0,6 грамм актара пĕрĕхни тымар хуртĕнчен, колорадо нăрринчен 2-3 уйăх хушши сыхлани пирки те пĕлтереççĕ.
В.БАЗМАНКИН,
республикăри “Россельхозцентр” филиалĕн Патăрьелĕнчи
уйрăмĕн специалисчĕ.