АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç витĕмлĕхне ÿстермелле

11 апреля 2009 г.

Патăрьел районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ĕçне пĕтĕмлетес тĕллевпе канашлу иртнĕ. Унта ЧР Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В. Толстов, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, Патăрьел районĕн прокурорĕ Ю. Фуражников хутшăннă.

Пĕрремĕш кварталти ĕçсем çинчен шалĕçпайĕн начальникĕ Н. Ванин каласа панă.

Çакна палăртнă: преступленисен шучĕ пĕлтĕрхи пĕрремĕш кварталпа танлаштарсан ÿснĕ – 104 тĕслĕхе çитнĕ. Çав вăхăтрах вĕсене уçса парасси лайăхланнă.

Асăрхаттаруллă ĕçсене пула районта вăрласси, хăратса çаратасси, вут тĕртесси, хулиганла ĕç тăвасси, транспорт хатĕрĕсене вăрласси, суя укçапа çыхăнни чакнă, йывăр тата питех те йывăр преступленисене уçса парасси лайăхланнă. Çапах та пĕтĕм преступленисен шутĕнче вăрласси тата çынна хĕнесси пысăк вырăн йышăнать.

Пĕрремĕш кварталта административлă право йĕркине пăсасси 28 процент ÿснĕ. Ку енĕпе 2782 çынна явап тыттарнă. Уйрăмах пĕчĕк хулиганла ĕç тăвасси, обществăллă вырăнта ÿсĕр çÿрени, суту-илÿ йĕркине пăсни пысăк шайра пулнă.

Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунĕпе 77 çынна айăпланă, пĕлтĕр – 139 çынна. Ку тĕслĕхсем тирпей-илеме пăхăнассипе, килте тунă эрех-сăра сутнипе, çемьере çапăçнипе çыхăннă.

Экономикăллă преступленисене тупса палăртассипе лайăхрах ĕçленĕ. Çавăнпа вĕсен шучĕ 13 тĕслĕх чухлĕ ÿснĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ – электроэнерги вăрлани.

Çул-йĕр çинче йĕркене пăсасси ÿсни хумхантарать. Кунти тĕслĕхсем 125 процент ÿснĕ. Икĕ ача вилни кашнинех шухăшлаттармалла.

“Шырав” ушкăн 9 преступника тытнă, унчченхи 5 преступника тупса палăртнă.

Дежурствăсем вăхăтĕнче 62 преступлени шута илнĕ, 58-шне хăвăрт уçса панă.

Канашлура сÿтсе явнă ыйтупа тивĕçлĕ йышăну кăларнă. Унта асăрхаттару ĕçĕсене, криминогенлă лару-тăрăва лайăхлатмалли меслетсене палăртнă, тăвакан ĕçсен витĕмлĕхĕшĕн ытларах тăрăшмаллине каланă. А.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика