11 апреля 2009 г.
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта çул-йĕр çинчи лару-тăру кăткăс пулчĕ. Пурĕ 9 инкеке шута илнĕ. Вĕсенче 8 çын аманнă, 6 çын вилнĕ. Пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан аварисен шучĕ 5 тĕслĕх чухлĕ, аманнисен хисепĕ – 2, вилнисен хисепĕ 5 çын чухлĕ ÿснĕ.
Халăх лайăхрах пĕлтĕр, çакăнтан тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тутăр тесе хăш-пĕр тĕслĕхсене те илсе кăтартасшăн.
Февралĕн 20-мĕшĕнче Г. гражданин хăй машинипе хирĕç килекен транспорт çулĕ çине кĕрсе кайса машинăпа çапăннă. Çавна пула пĕр çын вилнĕ, 4 çын аманнă.
Ют регионсенчи транспорт хатĕрĕсем район территорийĕнче 3 авари тунă, вĕсенче 3 çын вилнĕ, 7 çын аманнă. Пĕлтĕр ку кăтартусем чылай сахалччĕ.
Февралĕн 14-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнче пурăнакан çуран çÿрекене таптанă, ăна вилмеллех амантнă.
Çуран çÿрекенсем хутшăннипе 6 инкеке шута илнĕ. Вĕсенче 4 çын вилнĕ, 3 çын аманнă. Кăтартусем каллех пĕлтĕрхинчен пысăкрах.
Февралĕн 10-мĕшĕнче 1983 çулта çуралнă водитель Кĕçĕн Патăрьелĕнче хĕрарăм çине кĕрсе кайнă, ăна самаях амантнă.
Çул çитмен ачасем хутшăннипе 2 инкек пулчĕ, вĕсенче икĕ ача пурнăçĕ татăлчĕ. Пĕлтĕр кун йышши инкексем пулманччĕ.
Хамăр районти патшалăх транспорчĕ хутшăннипе çул-йĕр правилисене пăснине шута илмен. Пĕлтĕр те вĕсем инкек туманччĕ.
Çул-йĕр правилисене пăсасран асăрхаттарас енĕпе ГИБДД уйрăмĕ тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Сăмахран, милицин тĕрлĕ службипе пĕрле 17 рейд, 9 операци йĕркеленĕ. Вĕсем вăхăтĕнче кăна 1087 водитель правилăсене пăснине палăртнă, вăл шутра 8-шĕ ÿсĕр пулнă.
Правилăсене пăхăннине ытти чухне те тĕрĕслесе тăнă. Çапла вара пурĕ 2089 водитель йĕркене пăснине шута илнĕ, вĕсенчен 51 водитель руль умне ÿсĕрпе ларнă.
Çул-йĕр çинче инкек-синкек пуласран пурин те асăрханулăха ÿстересчĕ, уйрăмах ачасем пирки тимлĕ пуласчĕ. Çул-йĕр тимсĕр-лĕхе юратманнине манас марччĕ.
А. КУПТАШКИН,
ГИБДД уйрăмĕн
начальникĕ.