11 апреля 2009 г.
Пурнăç пĕрре те пĕр вырăнта тăмасть, ялан малалла шăвать, тĕрлĕ улшăну, çĕнĕлĕх кĕртет. Юлашки çулсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарассишĕн çине тăрса вăй хуни туйăнать. Районта та ку ыйтупа май пур таран ытларах тимлеме тăрăшни сисĕнет. Ятарласа пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн çулне уçма программа та йышăннă.
2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Пăлапа Юхма тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам предприятисем 186 шутланса тăраççĕ, вĕсенче 1798 çын ĕçлет. 2008 çултипе танлаштарсан, вăй хуракансен шучĕ 7,2, индивидуаллă предпринимательсен 3,9 процент чухлĕ ÿснĕ. Асăннă предприятисем çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕ тивĕçтерÿпе, хăйсен вăйĕпе хатĕрленĕ тавара сутса 324 миллион тенкĕ кĕртнĕ. Ку вăл 2007 çулхипе пăхсан 184 процент.
Район экономикин пур отрас-лĕнче те тенĕ пекех пĕчĕк тата вăтам бизнеспа ĕçлекенсем пур: ял хуçалăхĕнче – 46, суту-илÿ тата обществăлла апатлану сферинче – 25, строительствăра – 11, туса кăларакан производствăра – 9, ытти отрасльсенче 9 процент йышăннă. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çулталăк тăршшĕпе 762,3 тонна аш-какай е пĕтĕмĕшле кăтартуран 11 процент хатĕрленĕ, сĕт – 12 процент, тĕш-тырă – 76, çĕр улми – 19.
Районти 225 суту-илÿ точкинчен 134-шĕ пĕчĕк бизнесăн. Обществăлла апатланмалли 19 вырăнтан 6-шĕ татах пĕчĕк тата вăтам бизнеспа вăй хуракансен. Чи пысăк суту-илÿ çурчĕсем – “Выбор” (С. Киргизова), “Булат” (Р. Абдулвалеев), “Сахарок” (А. Тихонов), “Водолей” (С. Ялуков), “Новострой” (А. Хлебников) тата ытти те.
Ял хуçалăхĕнче туса илекен продукцие туянакан 26 кооператив пур. Вĕсем сĕт, аш-какай районта пурăнакансенчен çеç мар, кÿршĕсенчен те илеççĕ. “Шыгырдан” агрофирмăра выльăха пусса тирпейлемелли цех та хута янă.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство районта пыракан стройкăсене те пысăк витĕм кÿрет. “Булат”, “Стройкомфорт”, “Инвест-Строй”, “Шыгырданы”, “ДПМК «Батыревская» пĕрлешÿсем çурт-йĕр, социаллă объектсем, автоçулсем, стадион тунă, Пăлана тÿрлетнĕ çĕрте ĕçлеççĕ.
Çăкăр-булкăн ытларах пайне те пĕчĕк тата вăтам бизнесра тăрăшакансем пĕçереççĕ. 2008 çулта 1177,6 тонна çăкăр кăмакаран тухнă, вăл шутран “Союз” пĕрлешÿ – 787 тонна, индивидуаллă предпринимательсен – В.Грачевăн – 107 тонна, Л.Владимирован – 274, Шарафутдинован (Тутар Сăкăчĕ) 10 тонна пулнă. Вĕсем хатĕрлекен продукци районти тата кÿршĕ районти 195 суту-илÿ точкинче сутăнать.
Районта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарассишĕн сахал мар тăрăшаççĕ. Акă, 2008 çулта 19 предпринимателе хăйсен ĕçне йĕркелеме 758,1 тăваткал метр çурт арендăна панă. Саккăрăшне суту-илÿ çурчĕ тума 693 тăваткал метр çĕр уйăрса панă. Район администрацийĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна çул парассишĕн, муниципаллă программăна пулăшма грант илессишĕн конкурсра çĕнтернĕ. Çавна май икĕ предприяти хăйсен бизнесне аталантарма 460 пин тенкĕ (СПК “АЗИРРА” – 110 пин тата “Батыревский холодильный комбинат “Свежий вкус” – 350 пин тенкĕ) тивĕçнĕ.
Шел пулин те, пĕчĕк бизнесра тăрăшакансем хушшинче кирлĕ мар япаласене, вăл шута пластик савăтсем те кĕреççĕ, тепĕр хут ĕçе кĕртес шухăшлисем çук. Çавăн пекех йăла-йĕрке тивĕçтерĕвĕпе, кил-çуртри кăткăс техникăна, телерадиоаппаратурăна юсассипе тăрăшас текенсем те çук. О.ПАВЛОВА.