11 апреля 2009 г.
Тури Тăрмăш ялĕнче 1840 çулта çуралнă Тарас Васильевич Кудрявцев, чылай чăваш хресченĕсем пек, тирпейлĕ те тĕреклĕ хуçалăх тытнă, выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Лаша та 3-4 таранчченех пулнă. Пус çумне пус хушса пурлăх пуçтарнă, ывăл-хĕрне хăй пек пулма вĕрентнĕ.
Аслă ачи Андрей çитĕнсе çитсен Аслă Чемен ялне хăтана кайнă. Авалхи чăвашсен йăли-йĕркипе Троица уявĕнче чаплă туй туса Феврони кинĕпе ывăлне Кудрявцевсем хир пек пуян, вăрман пек аслă, сĕтел тулли апат-çимĕçлĕ, сак тулли ача-пăчаллă пулма пил панă.
Андрей ашшĕ-амăшĕ пилне çĕре ÿкермест, тăрăшса ĕçлесе пысăк та тĕреклĕ хуçалăх йĕркеленĕ, выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă.
Çемьере пĕрин хыççăн тепри ачасем çуралнă. Аслă ывăлне аслашшĕ ячĕпе Василий хунă. Ун хыççăнхисем: Улька, Анюк, Миша, Евгения, Степан, Константин, Павел, Агафия, Мария.
Андрей Тарасович делянка хыççăн делянка илсе патшалăх валли хĕлĕн-çăвĕн вăрман каснă. Хăйĕн лашисемпе турттарса кăларнă, çуллахи вăхăтра йывăç тымарĕсене кăкласа хуçалăха юрăхлă çĕр тунă. Çавăнпа кунта Энтри ĕшни те пулнă. Ачисене вĕрентсе пысăк çул çине кăларма тăрăшать Андрей.
Килти хуçалăхри тата вăрман ĕçĕсем Улькапа Анюк çине те тиенеççĕ. Вĕсемшĕн лаша кÿлсе вăрмана кайса килесси йывăрлăх кÿмен, хĕрĕсем 4 çул вĕренмелли шкула ăнăçлах вĕçленĕ.
Çемье
кинпе кĕрÿрен пуян
Çитĕнсе çитнĕ хĕрсене таврари ялсенчен кăмăллакансем тупăннă, çине-çинех хăтана килнĕ. Улькана Пăлапуç Пашьел каччи Л.Киданов, Анюка Упамсари С.Леонтьев, Евгене ялти А.Гаврилов, Агафине Анат Тăрмăшĕнчи В.Григорьев, Марияна Мари Элти М.Перов качча илнĕ. Миша Çĕньял, Çтапан Турхан, Павел ял, Константин Шăхач хĕрĕсемпе пĕрлешнĕ. Василий Хусанта ĕçленĕ вырăнта мăшăр тупнă. 1937 çул тĕлне Андрейпа Февронин 20 мăнук пулнă. Уявсенче пÿрт вĕлле хурчĕ пек сĕрленĕ.
Пысăк хуйхă килсе çапса савăнăçа тĕпренех аркатнă. Андрей Тарасовича 1937 çул пуçламă-шĕнче “халăх тăшманĕ” тесе арестлеççĕ. Çакна илтнĕ хыççăн Хусанти ывăлĕ Василий Андреевич яла çитет, хăйпе пĕрле вăл вăхăтри правительство постановленине илсе килет. Унта хăй вă-йĕпе пурлăх пуçтарма пултарнисене арестлемелле мар тенĕ. Вара Андрей Тарасовича хăтараççĕ. Нумаях та вăхăт иртмест Василий Андревича хăйне арест-леççĕ, ку хыпара илтнĕ хыççăн унăн мăшăрĕ урам хушшинче ÿксе вилет, ăна ăçта пытарнине паянхи кунччен те никам та пĕлмест.
Андрей Тарасовича тепĕр хут арестлесе илсе каяççĕ, ытти ывăл-хĕрне йĕрлеме пуçлаççĕ.
Михаил Андреевича та арестлесе Йĕпреçе илсе каяççĕ. Кунта ăна суд тăваççĕ. Документсене пăхса тухнă хыççăн Кудрявцева: “Санăн аçу кулак – халăх тăшманĕ, пиччÿ те халăх тăшманĕ, хăтăл эс вĕсенчен, коммунист пек, вара пурнăçна тивмĕпĕр”, – тенĕ. Михаил вĕсене çапла хуравланă: “Эпĕ сăмахпа хирĕçлесен те чĕрепе çак ĕçе тăваймастăп, мĕншĕн тесен Андрей Тарасович ман тăван атте, Василий Андреевич тăван пичче”. Приговор кĕтсе тăнă вăхăтра пĕр лейтенант Михаил Андреевича “Енчен те эсĕ аçупа тетÿне йышăнман пулсан, сана паянах персе вĕлереттĕмĕр, халĕ килне кайса парти билетне райкомра ил”, – тенĕ. Кун хыççăн Михаил Андреевич райкомăн уполномоченнăй çынни пулса тĕрлĕ ялта колхозсем йĕркелеме пулăшнă. Тутарла, чăвашла, ирçелле, вырăсла ирĕккĕн калаçнă. Çавăнпах ĕнтĕ Тутар Тимешĕнче колхоз йĕркелесен малтанхи председатель пулнă.
Салтак нуши те çăмăлах иртмест. Капитан званине çитичченех ÿсет. Вăрçă хыççăнхи çулсенче арканнă хуçалăхсене ура çине тăратма пĕтĕм чунне парса ĕçлет, мĕн пенсине тухичченех ертсе пыракан ĕçсенче вăй хурать.
Килти хуçалăха çĕнетсе тирпейлеме вăй çитерет, кивĕ çурчĕ çумне пилĕк стеналлă, балконлă хăтлă çурт лартса хурать, анчах каллех савнăç вырăнне хуйхă сиксе тухать. Пĕр тĕттĕм каçхине чĕртсе çунтарса яраççĕ.
Кудрявцевсен ытти ачисен пурнăçĕ те пĕр тикĕс пыман. Акă, Хусанта авиаци институтĕнче вĕренекен Константина арестлеме общежитине килеççĕ. Çакна сиссе унăн юлташĕсем тарма пулăшаççĕ.
Вăрçă суранĕ
Константин Андреевичшăн йывăр кунсем пуçланаççĕ, ăна йĕрлеме тытăнаççĕ. Ирĕксĕрех вăрттăнтарах вырăнсенче, Шăхачри урапасем тăвакан артельте ĕçлет. Каярахпа 1938-1939 çулсенче Ишлĕри шкулта математикăпа физика предмечĕсене вĕрентсе пурăнать. 1939-1942 çулсенче Аслă Чементи пуçламăш шкулта учительте ĕçлет. 1942 çулта хăй ирĕкĕпех вăрçа тухса каять. Константин Кудрявцев авиаци чаçĕнче мĕн вăрçă пĕтичченех тăшмансене хирĕç çапăçать. Çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн патшалăх наградисене тивĕçлĕ пулать, пĕр çапăçура куçне осколка лекет. Тăван ялне 1946 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче кĕленче куçпа таврăнать. Шăхачри шкулта математика учителĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парас ĕçре вăй хурать.
Павел Андреевич пурнăçне техника енĕпе çыхăнтарать, Комсомольски районĕнчи МТС-ра трактор бригадин бригадирĕнчен пуçласа МТС управляющийĕ таранчченех çитет. Вăрçăн пуçламăш кунĕсенчех вăрçа хутшăнать, ăна танк взвочĕн командирĕ пулма шанаççĕ. Вăрçă çулĕсене чиперех ирттерет, пĕр инкек-сурансăрах яла таврăнать. Çартан таврăннă хыççăн Павел Константиновича Улатăр районĕнчи ялсенче юхăннă колхозсене çĕклеме шанаççĕ, вăл унта мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех председательте вăй хунă.
Мария Андреевнăн та салтак нушипе паллашма тÿр килнĕ. 20 çул тултарнă çамрăка вăрçăн пуçламăш кунĕнченех радиотелеграфиста тата нимĕçле вĕрентсе тăшман тылне яма хатĕрлеççĕ. Анчах тем сăлтава пула ăна штабра аслă çыравçă туса хураççĕ. Çак чаçпа вăл мĕн вăрçă пĕтичченех çур Европăна утса тухать. Ку часть танк корпусĕ пулнă май, нумай хулана ирĕке кăларнă. Çĕнтерÿ çулĕпе малалла утнă. Нимĕç снарячĕ Мария Андреевнăран пĕр метр çурăрах ÿкни те пулнă.
Вăрçă чарăннă хыççăн танк корпусне Япони агрессорĕсене хирĕç кĕрешме яраççĕ. Монголи урлă, Китай çĕр-шывĕ тăрăх японецсене хирĕç çапăçаççĕ. Порт-Артур хулинче хăйĕн пекех Китайсен штабра ĕçлекен хĕрĕсемпе сăн ÿкерттереççĕ, вăл халĕ те упранать.
Мария Андреевна та тăван яла таврăнсанах учительте ĕçлеме тытăнать. Пăлапуç Пашьелĕнчи шкулта чăваш чĕлхипе литературине тата нимĕç чĕлхи вĕрентет. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех кунта вăй хурать.
Вăрçа Кудрявцевсен ывăл-хĕрĕ, кĕрÿшĕсемпе вуннăн хутшăннă, вĕсен пурин те тĕрлĕ медаль-орден пур. Хăшĕ-пĕри йывăр аманса килнĕ. Степан килне хурлăхлă хыпар килнĕ. Унта çапла çырнă: “Героически погиб в бою 27 марта 1942 г., похоронен в д.Чурилово Гагаринского района Смоленской области”.
Ашшĕпе тетĕшне ăçта пытарнине пĕлменни ачисен чĕрине ыраттарнă. Сахал мар куççуль юхтарнă Феврония Кудрявцева. Вăл 1952 çулта вилнĕ. Хăйне Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе “Ача амăшĕ-героиня” ята панине пĕлмесĕрех çĕре кĕрет.
Ăрăва
малалла тăсаççĕ
Хальхи вăхăтра çак пысăк çемьере пурăннисем пĕри те çук ĕнтĕ, ăрăва малалла тăсакансем Андрейпа Февронин 40-е яхăн мăнук юлнă, вĕсен хушшинче завод ертÿçисем, профессорсем, тĕрлĕ енлĕ специалистсем нумай. А.ЛЕОНТЬЕВ.