15 апреля 2009 г.
Алманчăри Анфиса Петровна Косолапова ялта ятлă-сумлă, хисеплĕ çынсенчен пĕри. Çулĕпе те вăл ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Нумай пулмасть ăна ачисемпе мăнукĕсем, тăван-пĕтенĕ, ял халăхĕ 91 çул тултарнă ятпа саламларĕ.
Анфиса аппа Красномайск ялĕнчи пултаруллă та ĕçчен çемьере çитĕннĕ. Питмаçсен (“питĕ маçтăр” сăмахран) йăх-несĕлĕ ĕлĕк-авалах ĕçе юратакан, пултаруллă ăстасем пулнă.
Йышлă ачаллă çемье шур кулачă çисех ÿсмен. Саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче хурине те, шуррине те курнă. Аслă Аттелĕх вăрçине вĕсен çемйинчен пилĕк тетĕшĕ тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ял арçынсенчен пушаннă. Ирĕксĕрех хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама хĕрарăмсене явăçтарнă. Анфисăна та уй-хир бригадирĕ пулма шанаççĕ. Вăрçă вĕçленичченех туртать вăл çак “лава”. Каярахпа çар комиссариачĕ хистенипе Пăва районне чугун çул тунă çĕре кайнă. Кунта та ăна бригадир ĕçне пурнăçлама ыйтаççĕ. Чугун çул тунă çĕрте ырми-канми тăрăшнăшăн вăл медаль илме тивĕçнĕ. Таврăнсан каллех яваплă ĕçре – ферма заведующинче ырă тĕслĕх кăтартса ĕçлет.
1946 çул Анфиса Петровнăшăн пурнăçра асра юлмалли кун. Вăл хăйĕн шăпине Николай Алексеевич Косолаповпа пĕрлештерет. Çемьеллĕ пурнăç малтан йĕркеллех пуçланса кайнă. Йыш çумне йыш хушăннă, савăннă. Анчах та 1954 çулхине вĕсемшĕн те пысăк хуйхă йăтăнса анать. Майăн 30-мĕшĕнче Алманчăри пилĕк хуçалăх тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Вĕсен шутĕнче Анфис аппасем те пулнă. Пĕр уйăх çемйипе кÿршĕсем патĕнче, кайран саман кирпĕчрен пĕчĕк пÿрт купаласа пурăннă. Пурнăçа сыпăнтарса пырса, ачисене сывлăхлă çитĕнтерса ура çине тăратас тĕллевпе хуçалăх ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. Каçсерен те алă усса ларман. Йышлă ачи валли çи-пуçа питĕрме пир-авăр тĕртнĕ, кĕпе-йĕм çĕленĕ.
Çичĕ ачи çĕр-шывăн çичĕ кĕтесĕнче никĕс янă Анфиса аппан. Пурте хăйсем йĕркеллĕ, тирпейлĕ, ĕçчен, пултаруллă. Савăнаççĕ, мăнаçланаççĕ паян вĕсем амăшĕпе, хăйсене тивĕçлĕ воспитани панăшăн, çын тунăшăн тав тăваççĕ, 90 çулта та сывлăхпа çÿресе ачисене савăнтарнăшăн пуç таяççĕ.
– Тата нумай çул пурăн, анне, пире савăнтарса, – теççĕ вĕсем.
П.КИРГИЗОВ.
Алманчă ялĕ.