15 апреля 2009 г.
Çуркунне кил-çуртра йĕрке тăвас, тасатас йăла нумай халăхсен пур. Православи тĕнне ĕненекенсен çакă çулталăкри тĕп уява – Мункуна – Христос чĕрĕлсе тăнă куна кĕтсе илессипе çыхăннă.
Патăрьел районĕнче темиçе çул ĕнтĕ çуркунне çитсен мĕн пур предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем кашни эрнекун территорисене, урамсене, тирпей-илем кĕртме, лартнă йывăçсемпе тĕмсене тирпейлеме “субботника” тухаççĕ.
Кăçалхи апрелĕн 10-мĕшĕнче пĕрремĕш ĕç уявне райадминистрацире вăй хуракансем тухрĕç. Ку пуçарăва ытти коллективсем те хапăлласа йышăнчĕç. Пĕлтĕрхи çÿп-çапа пуçтарса тракторсемпех ăсатса тăчĕç.
2009 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕ – июнĕн 5-мĕшĕсенче Экологи хăрушлăхĕнчен хÿтĕленмелли кунсем иртеççĕ. Хÿтлĕх кунĕсенче апрелĕн 10-мĕшĕ – майăн 10-мĕшĕсенче йывăç лартмалли, тасатмалли, тирпей-илем кĕртмелли, тавралăха симĕслетмелли уйăхлăх пулать. Уйăхлăх вăхăтĕнче экологиллĕ лару-тăрăва лайăхлатассишĕн ĕçлемелле.
Патăрьелсен тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе уйрăмах нумай вăй хума тивет, мĕншĕн тесен тепĕр çул Республика кунĕн хăш-пĕр мероприятийĕ Патăрьелĕнче иртет. Çакна кашни предприятире, организацире, учрежденире асра тытмалла, уйăхлăха хастар хутшăнмалла.
А.АЛЕКСЕЕВ.