15 апреля 2009 г.
Çулленех ял хуçалăхĕнче усă куракан техникăна патшалăх тĕрĕс-левĕ витĕр кăлараççĕ. Шанчăклă “хурçă утпа” çула тухма та, хире ĕçлеме кайма та кăмăллă. Кăçал тĕрĕслев, ытти çулхисемпе танлаштарсан иртерех, мартăн 15-мĕшĕнче, пуçланчĕ. Хуçалăх техникине пăхнисĕр пуçне, ялти уйрăм çынсен тракторĕсене те хак пачĕç.
Нумай пулмасть “Исток” тата “Родина” хуçалăхсенчи техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларчĕç. Районти Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ А. Думилин, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай специалисчĕ И. Васильев тракторсемпе прицепсене, çавăн пекех кăкарса çÿремелли агрегатсене тĕплĕн пăхрĕç, çитменлĕхсене палăртрĕç.
“Исток” çĕр ĕç фирминче пурĕ 13 трактор, вĕсенчен ытларах пайĕ çĕнĕ. МТЗ-1221 маркăллă “ут” виçĕ единица. Вĕсенчен иккĕшне – 2008, пĕрне 2007 çулсенче туяннă. А. Илюткин тĕп инженер пĕлтернĕ тăрăх, çывăх кунсенче тепĕр трактор МТЗ-1025 хутшăнмалла. Çавăн пекех Т-150К маркăллă икĕ “хурçă ута” Шăхасанти Ял хуçалăх техникине тĕплĕн юсама панă, вĕсем те паян-ыран килмелле. Паркра лараканнисене те юсанă. Паллах, çитменлĕхсем те пур, вĕсене пĕтерме палăртрĕç. Пĕрремĕш пулăшу пама кирлĕ хатĕрсем те ал айĕнчех. Çĕнĕ аптечкăсем те туяннă. Механизаторсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.
Акана тухма техника хатĕр ларать. Прицепсене те юсанă, сăрланă.
Яваплă тапхăра хутшăнакан тракторсем çителĕклĕрен гусеницăллă ДТ-сене хускатма шутламан, апла пулин те юсаса хунă. Сеялкăсемпе культиваторсем те ĕçе тухма юрăхлă.
Кадрсем тĕлĕшĕнчен те хальхи вăхăтра йывăрлăх çук: пур трактор та хуçаллă. Механизаторсем хушшинче çамрăксем те пур. Апла пулсан аслă çултисен ĕç опытне вĕсем алла илсе пыраççĕ.
“Родина” хуçалăхра та тракторсене юсама пуçлани курăнчĕ.
Çĕнĕ Ахпÿртре трактор тытакан уйрăм çынсем, фермер хуçалăхĕсем нумай. Вĕсем те “хурçă учĕсене” патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларчĕç.
О.ПАВЛОВА.