15 апреля 2009 г.
Ыхра Çырминчи Вахитовсем ывăлне çара ăсатнăранпа почтальон сахал мар çыру алран тыттарнă, анчах хальхинчи пек пысăк конвертли килменччĕ-ха. Хытă хуплашкаллă Тав çырăвне курсан çеç ашшĕпе амăшĕн чунĕ лăпланчĕ.
“Хаклă Ринат Каюмович тата Зекия Кадировна! Сирĕн пата автотранспорт ротин командирĕ М. Привалов капитан çырать. Эсир Марата чăннипех те тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшни сая кайман. Халĕ вăл кĕçĕн сержант, çар училищине автотранспорт енчен тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Техника пĕлĕвĕпе ăсталăхне юлташĕсене, халĕ тата тинтерех çара килнĕ çамрăксене паллаштарасси те уншăн ют мар. Сирĕн ывăл пек маттур яшсем пуррипе Раççей çарĕ тĕреклĕ”.
Çырăва вуласа тухсан ашшĕ-амăшĕн чĕри савăнăçпа тулчĕ.
– Çара юрăхлă ывăлăмăр çĕр-шывшăн, çемьешĕн те усăллă çын пултăрах, – терĕç Ринат Каюмовичпа Зекия Кадировна Тав çырăвне тирпейлĕн сунтăха хунă май.
А.ИВАНОВ.