15 апреля 2009 г.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче çуркуннене халалласа “Чăваш пики” конкурс иртрĕ. Унта Патăрьел тата Елчĕк районĕсен хĕрĕсем хутшăнчĕç. Конкурсантсем куракансене авалхи чăваш йăли-йĕркипе, тумтирĕпе, юрри-ташшипе, техĕмлĕ апат-çимĕçпе паллаштарчĕç. Конкурсра тупăшнă хыççăн Е. Кадкова – тараватлă, Ш. Галкина – тавçăруллă, С. Мышина – хăюллă, М. Александрова – пултаруллă, И. Александрова – сăпайлă, А. Каргина – хÿхĕм (3-мĕш вырăн), И. Медведева илĕртÿллĕ (2-мĕш вырăн), Е. Кошелева – “Чăваш пики” ята илме тивĕçлĕ пулчĕç.
Куракансене Р. Ермолаева, А. Торговцев, Р. Халитов, А. Думилин юрăçсем, “Евгения” (ертÿçи А. Михайлова), “Жемчужина” тата “Рада” (ертÿçи Т.Толстова) ташă ушкăнĕсем савăнтарчĕç.
А. АНТОНОВА.