15 апреля 2009 г.
Халăхра ĕлĕк-авалах: “Лайăх ача – ашшĕпе-амăшĕн чысĕпе хисепĕ, йĕркесĕр ача – хуйхă-суйхă, инкек, терт-асап”, – тенĕ.
Çын ĕмĕртен хăйĕн ăс-хакăлĕпе чун-чĕринче ашшĕ-амăшĕ пулас хĕрÿллĕ туртăм пуррипе телейлĕ. Çак хĕрÿллĕ те пысăк туртăм чи малтан çынсем хăйсене харпăр хăй ачисенче курма, ăрусем ĕмĕрсем хушшинче пухăннă ăс-хакăлпа кăмăл-туйăм пахалăхне хăйсен пĕчĕк опычĕпе, ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе аталантарма тăрăшнинче палăрать.
Ашшĕсемпе амăшĕсем час-часах çапла ыйтаççĕ: ачасене вĕренме мĕнле пулăшмалла; Хăшĕ-пĕри, чăнне пĕлес тесе, ырă кăмăлпах сăмах пуçлаççĕ. Тепĕр тĕрлĕ аш-шĕсемпе амăшĕсем вара ачисен вĕренĕвне ертсе пырас тивĕçе хăйсем çине илес килменрен, хăйсен канлĕхне, нервисене, вăхăтне упрас шутпа çеç. Кун пек шухăшлă ашшĕ-амăшĕпе уйрăммăн калаçма тивет.
Акă Сашăн амăшĕ ывăлĕн “2” паллăсем лартса тултарнă дневникне лăпкăн пăхса тухнă хыççăн класс ертÿçине çапла калать:
– Мĕн тутарасшăн вара эсир ашшĕ-амăшне; Ывăлăм шкула çÿрет, эсир вара ăна вĕрентĕр. Ку ĕçе сире патшалăх шанса панă. Эпир вĕреннĕ чухне пире никам та пулăшман. Атте-анне пирĕнпе пĕрле урок вĕренсе ларман. Пире те ку ĕçрен хăтарăр.
Сашăн амăшĕ 35 çулта, вăл 18 çул каяллах шкул вĕренсе пĕтернĕ, халĕ унăн вĕренÿ пирки шухăшласси те 90-мĕш çулсенчи шайрах юлнă, çитменнине тата çамрăк чухнехи çитменлĕхсем мар, лайăххи кăна асра. Çакăнтан вара вăл çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăвать.
Эсир тĕрĕс мар шухăшлатăр. Ашшĕ-амăшĕн ачисене вĕренме пулăшмаллах. Шкулта вĕренесси палăрмаллах йывăрланчĕ. Мĕн вĕрентнине пурне те тума тата пĕлме ĕлкĕрес тесен, ачан киле панă ĕçсене уйрăм системăпа пурнăçлама хăнăхса çитмелле. Çак ĕçе ашшĕ-амăшĕн те хутшăнмалла.
Шкулти уроксем – кашни уйрăм çыннăн вĕресе тăракан пурнăçĕн, ăна çын пулса ÿсме пулăшакан майсен пĕр пайĕ. Ачасем çитĕнсех пыраççĕ, улшăнаççĕ, вĕсен пĕлÿ шайĕ ÿсет, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл тĕнчи анлăланать. Çак хушăра, паллах, ашшĕ-амăшĕ е ачисем мĕнле хутшăнасси те улшăнать. Анчах ашшĕ-амăшĕн ачисем мĕнле вĕреннипе интересленесси тата тимлĕ пуласси пĕрре те ан вăйсăрлантăр.
Ачана патшалăх вунпĕр çул тÿлевсĕр вĕрентет. Эпир патшалăх умĕнче парăмра, ачан лайăх вĕренмелле. Эпир вĕсене пĕлÿ илме, ăсталăхпа тирпейлĕхе хăнăхма пулăшатпăр. Ушкăнпа та, кашнинпе уйрăмшарăн та, урокра та, урок хыççăн та ĕçлетпĕр. Ашшĕ-амăшĕ кашниех ачисене хăйне евĕрлĕ, хăйне уйрăм пулăшать пулин те, пĕр пек принципсене палăртасах пулать. Килте чухне вуласа тата çырса тумалли ĕçсене ылмаштарса пурнăçламалла. Чылай чухне çырмалли ĕçе ачасем чи малтан тума тăрăшаççĕ. Ун хыççăн вара вулама пуçлаççĕ. Кăмăл çирĕплĕхĕ çитмесен, кахаллансан – çуррине вĕренмесен те нимех те мар; вуласа тухмалли уроксене ашшĕ-амăшĕ килте питех тĕрĕслесех каймасть. Вуламалли тата çырмалли ĕçсене çакăн пек уйăрни сиенлĕ.
Тĕрлĕ предметпа уроксене мĕнле йĕркепе хатĕрленмеллине пĕлни те кирлĕ. Ман шутпа, чи усăлли – йывăррисене çăмăлтарах уроксемпе, интереслисене пит илĕртÿллех мар предметсемпе черетлентерсе вĕренни. Кунта тата ытти тĕрлĕ майпа усă курма пулать. Çирĕп йĕркене хăнăхман ачашăн малтан çăмăл е интереслĕ предметпа вĕренни часрах урăх йывăртарах ĕçе кÿлĕнес кăмăлне çĕклеме пултарать. Çирĕп йĕркене хăнăхнă ачашăн, паллах, киле парса янă ĕçе интереслех мар предметран пуçлани тĕрĕсрех. Вăл ытти йывăртарах уроксене хатĕрленĕ май хăйĕн юратнă предметне тата ытларах тăрăшса тума вĕрентет, хăнăхать.
Ашшĕ-амăшĕн ачисене пулăшнă чухне вĕсен ÿсĕм уйрăмлăхĕпе ăс-тăн аталанăвне тата хăйсем мĕнле, мĕн чухлĕ пулăшма пултарнине те шута илмелле. Килти ĕçсене те ачан вĕренĕвĕпе килĕштерсе тумалли çинчен манса каймалла мар. Ачан киле парса янă ĕçĕсене тума хутшăнни – ашшĕпе амăшĕн тивĕçĕ те, савăнăçĕ те.
Сăмах май манăн хамăр класри Дима Викторов ашшĕне, Сергей Александровича, тĕслĕхе хурас килет. Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ, тăваттăмĕш ачи çак кунсенче çут тĕнчене килмелле. Вăл ачисен кашни самантне сăнаса тăрать, вăхăтра пулăшу парать, вĕсен пурнăçĕпе туллин интересленет. Шкула час-часах уроксем итлеме килет, тĕрлĕ мероприятие хутшăнма ÿркенмест. Ачасемпе вăрмана экскурсие кайма та, тĕрлĕ эстафетăна хутшăнма та вăл яланах хавас. Çавăнпа та пуль ывăлĕ Дима шкулта питĕ тăрăшса вĕренет, конкурссене хутшăнать. Сергей Александрович пек аттесем ытларах пулсан епле аван пулĕччĕ. Шкул пурнăçĕпе интересленсех тăракан амăшсене те палăртса хăварас килет. Вĕсем – Т. Шурякова, Н. Емельянова, Н. Васильева, А. Кузнецова, С. Шагарова, Л. Романова.
Л.НИКОЛАЕВА,
Первомайски вĕрентÿ центрĕнчи аслă категориллĕ учитель, класс ертÿçи.