15 апреля 2009 г.
Патăрьел районĕн прокуратури вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн прависене мĕнле хисепленине сăнасах тăрать, тĕрĕслевсем ирттерет.
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта “Патăрьел районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци” патшалăх учрежденийĕ Раççей Федерацийĕн предпринимательсене патшалăх енчен тĕрĕслесе тăрасси çинчен калакан саккунне кăштах пăснине тупса палăртрăмăр. Тĕрĕслевсем ирттерес пирки кăларнă приказсенче юридициллĕ сăпатсен е уйрăм предпринимательсен ячĕсене кăтартмаççĕ. Ун вырăнне лавкка ятне е территори ятне çеç асăнаççĕ. Мероприяти ирттерес пирки калакан приказа тĕрĕслеме палăртнă çынсене кăтартмаççĕ. Çавăн пекех мероприяти тăсăлмалли вăхăта та пăхăнсах каймаççĕ. Вăл пĕр уйăх çеç пымалла.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕчĕк тата вăтам бизнесăн хуçалăх ĕçне сăлтавсăр хутшăнаççĕ. Тĕслĕх-рен, Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕн хушăвĕпе ял тăрăхĕн кăçалхи ĕç планне çирĕплетнĕ. Унти ĕçсене пурнăçлакансен шутне хăш-пĕр предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене хăйсемпе килĕшмесĕрех кĕртнĕ. (“Тав” компани, вĕрентÿ центрĕ, ял хуçалăх предприятийĕсем, милици уполномоченнăйĕ, социаллă хÿтлĕх пайĕ).
Тутар Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çурхи шыв-шура хирĕç кĕрешес ыйтупа йышăну тата комисси тунă. Унăн шутне фельдшер-акушер пункчĕн заведующине, вăтам шкул директорне, уйрăм предпринимательсене кĕртнĕ, хÿтлĕх мероприятийĕсене пурнăçлама яваплăх хунă. Анчах та çав çынсем ял тăрăх администрацине пăхăнмаççĕ. Апла пулин те вĕсене комиссине кĕртес пирки килĕшÿ процедурине пурнăçламан.
Асăннă тĕслĕхсем пирки вырăнсене прокурор актне çитернĕ, актсене пăхса тухса кăлтăксене пĕтернĕ.
Е.ИВАНОВА,
район прокурорĕн пулăшуçи.