АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки, тирпей-илем – паянхи тĕп ыйтусем

18 апреля 2009 г.

Юнкун районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Тĕпрен илсен калаçу кризиса хирĕç кĕрешессипе Раççей Правительстви йышăннă мерăсене пурнăçланă май патшалăх, власть тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, экологи субботникĕсем йĕркелесси тата территорисене тирпейлесси, çур аки ирттересси тавра пулчĕ.

Информаци кунне район пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Бюджет, налуксем, предпринимательлĕх тата пурлăх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ А. Щербаков, Федераллă Управленин Чăваш Республикинчи регистраци службин ертÿçи – Чăваш Республикин тĕп патшалăх регистраторĕ Е. Карпеева, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин обществăлла хăрушсăрлăх милици начальникĕн çумĕ П. Федоров, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ В. Федоров хутшăнчĕç. Тĕнчипех кĕрлеттерекен экономика кризисĕ хăй пирки систерме пуçларĕ: Мускава е ытти хуласене кайнă çынсем каялла тăван тăрăха таврăнма тытăнчĕç. Вĕсене валли вара ĕç кирлĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр вăй хумалли вырăнсем тупса пама тăрăшать. Акă, ял хуçалăхĕнче ака ирттерме çынсем кирлĕ. Центрта тăракансем хушшинче обществăлла ĕçсем хушсан е пĕр-пĕр хуçалăха ярсан хирĕçлеме пăхакансем те пур иккен. Ăнланма та пулать-ха, анчах килте ларсассăн пĕр пус та çемье кассине кĕмест-çке.

Юр ирĕлсе пĕтнĕ май ăçта килнĕ унта ăпăр-тапăр йăваланать. Килтен тухакан çÿп-çапа та урама кăларса тăкакансем чылай. Тирпей тени вара хамăр умранах пуçланмалла. Район пуçлăхĕ ку ыйтăва паян-ыранах татма пама хушрĕ.

Çурт умĕсене илем кĕртес енĕпе тăрăшманнисемпе ял тăрăх пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен участок милиционерĕсемпе пĕрле кĕрешмелле. Малтанлăха асăрхаттарсан, итлемесен штраф парсан, тен, йĕркене кĕрĕç;

Часах урамсем хушшипе йывăçсем лартма тытăнаççĕ. Халь йăмра е тирек ÿстерни килĕшÿсĕртерех, çавна май культурăллă йывăçсем çитĕнтерсен аванрах. Районти улма-çырла питомникĕнчен те пан улми, чие йывăççисене туянма май пур.

Палăксем патĕнче, аллейăсенче ÿсекен тĕмсене тикĕслемелли, хăрнă е тайăлнă, çыншăн хăрушлăх кăларакан йывăçсене касмалли пирки те хускатрĕç.

– Чăваш Республики яланах ĕçлекенсем нумайипе палăракан регион шутланнă, – сăмахне пуçларĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Бюджет, налуксем, предпринимательлĕх тата пурлăх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ А. Щербаков. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăракансене валли 26 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Çавăн пекех кивĕ тата авариллĕ лару-тăрури çуртсене валли республика федераллă бюджетран 861 миллион тенкĕ илме пултарчĕ.

А. Щербаков çул пуçланнăранпа çул-йĕр тăвас хăвăртлăх чакни пирки те пĕлтерчĕ.

Федераллă Управленин Чăваш Республикинчи регистраци службин ертÿçи – Чăваш Республикин патшалăх тĕп регистраторĕ Е. Карпеева кăçалтан çуртсене регистрациленĕ чухнехи çăмăллатнă мелсем пĕтессине, çĕр илес ыйтупа хаçатра пичетленисĕр пуçне пуху та ирттермелли, хваттерсене приватизацилес тапхăр та вĕçленесси нумай юлманни пирки сăмах пуçарчĕ.

Ĕçсĕррисен йышĕ нумайланни преступлени тăвакансен йышне ÿстерме пултарать. Çăмăл автомашинăсенчен бензин юхтарса илесси, кустăрмасене хывасси татах “модăна” кĕме тытăннă. Техника йышлă лартакан, çынсем нумай пухăнакан вырăнсене видеокамерăсем лартмалли пирки Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин обществăлла хăрушсăрлăх милици начальникĕн çумĕ П. Федоров каларĕ. Çавăн пекех суррогат эрех сутакансен ячĕпе республикипе 125 уголовлă ĕç пуçарнине, вĕсене вара пуçран шăлманнине пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ В. Федоров Канашра юн тымарĕсен чирĕсен пуçламăш тапхăрне сиплекен, Шупашкарта Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕсем уçăлни пирки чарăнса тăчĕ. Пуçа тата çурăм шăммин мимине тĕрĕслекен аппаратсем республикăна тата 13 хутшăнни, вĕсенчен пĕри шăпах Патăрьелĕнчи тĕп больницăна тивнине каларĕ. Апла пулсан малашне томо-графи тутарма инçете çÿремелле пулмасть.

Информаци кунне хутшăнакансем икĕ ушкăна пайланчĕç. Пĕрремĕшне район пуçлăхĕ ертсе пычĕ. Н. Глухов, А. Щербаков, Е. Карпеева улма-çырла питомникĕнче, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче, çĕнĕ çуртсем тата стадион тунă çĕрте пулчĕç, уй-хир ĕçĕсемпе паллашрĕç. Патăрьел, Тăрăн, Шăнкăртам, Первомайск ял тăрăхĕсене çитрĕç.

Иккĕмĕш ушкăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ ертсе пычĕ. Р. Селиванов, П. Федоров Шăнкăртам тата Тăрăн ялĕсенче вырнаçнă участок милицийĕн пункчĕсене çитсе курчĕç, ĕç условийĕсемпе паллашрĕç.

Юлашкинчен информаци кунне хутшăнакансем халăхпа тĕл пулчĕç.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика