18 апреля 2009 г.
Йывăçсен усси пысăк пулнине туйса илсе пирĕн умĕнхи ăрури çынсем ял хушшине, çырмасене шыв-шур çурса каясран хунавсем лартма тăрăшнă. Хăйсен хыççăн килекенсем валли ĕмĕрлĕх палăк хăварнă.
Акă, тĕслĕх вырăнне “Герой” колхоз председателĕ пулнă Э. Сармаев, Ф. Каштанов, Ш. Яраханов, Ф. Медведев ларттарнă вăрмансем паянхи кун та кашласа лараççĕ, çуллахи ăшă кунсенче таврана сухăр шăрши сараççĕ. Мĕн чухлĕ çын канмасть-ши çак вăрмансенче; Хăшĕсем унта кăмпа татма çÿреççĕ, сĕтеклĕ апат хатĕрлеççĕ. Тыр-пула, панулми йывăççисене усал çилсенчен хÿтĕлеме тирек йывăççипе акацисем ÿсеççĕ. 1959 çулта пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсе пысăк хуçалăх турĕç. Унăн ертÿçи Э. Сармаев тăрăшнипе пилĕк ял хушшинчи хире администраци çурчĕ лартнă хыççăнах тăватă йĕркепе тирек йывăççисенчен аллея турĕ. Вăл паян та хăйĕн капăрлăхĕпе таврана илем кÿрет.
Пăлапа Шурут таврашĕнче хăй вăхăтĕнче нимĕнле йывăç та ÿсмесчĕ. Халĕ вара вĕсен çыранĕсенче хăвасем, çирĕксем ешереççĕ. Ку вăхăтра пирĕн республикăра, районпа колхозсенче те эрозипе кĕрешесси, йывăçсем лартасси палăрмалла вăй илнĕччĕ. Халăх, шкул ачисем кĕреçесемпе те, юшкăн ăшне хунавсем чиксе те çут çанталăк илемĕшĕн тăрăшса палăк лартрĕç. Çак çулсенче çынсен хастарлăхĕ чăннипех виçесĕр пулнине ĕненмелле çирĕплетсе паракан ешĕл палăк ку.
Шел пулин те тăван тавралăх илемне хаклама пĕлмен çынсем те пайтах-ха. Экологи енчен илсен никам та урамри йывăçа харпăр хăй тĕллĕн касма пултараймасть. Çак саккунсене пĕлсе тăрсан та хăш-пĕр ертÿçĕсемех йĕркене пăсаççĕ. Çут çанталăкăн чĕрĕ палăкĕсене хÿтĕлесе хăварма пĕрлехи вăйпа кар тăмалла. Упранипе пĕрлех çĕнĕ хунавсем лартса хăвармалла. Саккуна пăсакансене явап тыттармалла, ертÿçĕсенчен çирĕп ыйтмалла.
Çак ĕçсене пурнăçламалли тапхăр çитрĕ тесен те юрать. Йывăçа çулçă сарсан, çеçке кăларсан лартмалла мар, халь вара шăпах вăхăтлă. Кашни хунав йĕпе çĕрте те тымар яраймасть. Кун пек вырăнта çÿçе йывăççи питĕ лайăх ÿсет. Йывăçпа йывăç пĕр-пĕринпе юнашар мĕнле килĕштернине те манмалла мар.
2010 çулта Республика кунне Патăрьелĕнче ирттермелле пулсан, ĕçлемелли пайтах-ха. Айтăр-ха, кăçал чăннипех те ялсене йывăç лартассипе, тирпей-илем кĕртессипе çанна тавăрса ĕçлер! Ялсен сăн-сăпатне тĕпрен ылмаштарар. Хăш-пĕр ялта çак çулсенче пĕр çĕнĕ хунав лартман тесен те çылăх пулмĕ.
Тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăр вăл – Çĕр ĕçченĕн çулĕ. Анчах та “Авангард” хаçатра Чăваш Республикинчи “Россельхозцентр” филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕн О. Глуховăн “Мĕн акатăн – çавна выратăн” материалне вуласан питĕ пăшăрхантăм. “Движение”, “Чемен”, “Родник” хуçалăхсенче хĕл каçса та пахалăхлă вăрлăх хатĕрлеме май пулман-ши; ЧР Президенчĕ Н. Федоров лартнă пысăк тĕллеве – кашни çулах пĕр миллион тонна тыр-пул тата çавăн чухлех çĕр улми туса илессине пурнăçлама пултарайăпăр-ши;
Ялсенче, уй-хир чиккисенче, çырма-çатрасенче, айлăм вырăнсенче çурхи шыв тăпра пулăхне юхтарса каясран тăвакан ĕçсем кăна мар, çуркунне çитсен ака-суха ĕçĕсене те çиелтен анчах туни Çĕр ĕçченĕн çулĕнче питĕ япăх.
Палăртнисене пурнăçлассишĕн пĕтĕм вăя хумалла. Республика кунĕнче куçа çÿп кĕртни Патăрьел район халăхне чыс кÿмĕ.
Тăван тавралăх илемне хаклама пĕлекенсене йывăç лартса хăварма сĕнетĕп, кашни ял симĕс тумпа ешертĕр.
В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ.