18 апреля 2009 г.
Ишлĕри тĕслĕх библиотекăра вулакана тĕрлĕ кĕнекепе, хаçат-журналпа тивĕçтернипе кăна çырлахмаççĕ. Çамрăксем валли тĕл пулусем йĕркелесси те йăлана кĕнĕ. Çапла тĕрлĕ енлĕ ĕçлени, паллах, библиотека ертÿçин Л. Киргизовăн пултарулăхĕпе, хăйĕн ĕçне юратнипе çыхăннă.
Ачалăхра, çамрăклăхра курни-илтни ĕмĕр асăнмалăх юлать. Вĕсен ăс-тăнне ырă вăрлăх акни ырă çимĕçех пулса ÿсет. Çавăнпа та çитĕнекен ăрăва паллă çынсемпе курнăçтарма тăрăшаççĕ библиотекăра.
Хальхинче ялпа шкул библиотекисем пĕрле Иван Ерофеевăн “Юратупа вилĕм куççулĕ” кĕнекен презентацине ирттерчĕç. Ачасем кĕнекери сăвăсене, шÿтсене пăхмасăр каларĕç. Иван Петрович хăйĕн кĕнекипе, юлашки вăхăтра çырнă хайлавĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем темĕн те пĕлесшĕн пулчĕç. Çырас ăсталăх мĕнрен пуçланнине, мĕн хавхалантарнине тата ытти ыйтусем пачĕç.
В. Зайцев тавра пĕлÿçĕ, Л. Владимирова вĕрентекен, В. Казеев историк тата ытти тухса калаçакансем те Иван Ерофеевăн пултарулăхне пысăк хак пачĕç.
Юлашкинчен Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ С. Едифанова çыравçа çуралнă кунпа саламласа илемлĕ картина парнелерĕ.
Ăш пиллĕ калаçу пуриншĕн те усăллă пулчĕ.
В. КУЯНОВ. Ишлĕ ялĕ.