18 апреля 2009 г.
Каçхине 19 сехетре пуçлама палăртнă концерта. Анчах куракансем йышлă мар. Артистсем сцена çине тухма хатĕр. Ытахальтен кĕтсе тăриччен вĕсем юрăсене тепĕр хут аса илчĕç. Вăхăт иртет. Каç пулса килет. Халиччен культура çурчĕ еннелле утма маннă çынна унта илĕртме çăмăлах мар иккен. Çитменнине тата телевизорпа пĕрин хыççăн тепри нумай сериллĕ сериалсем черетленсе çеç тăраççĕ. Унти геройсен шăпи тыткăна илнĕ вĕсене. Ирĕксĕрех шухăша каятăн. Кÿршĕ яла концертпа килнĕскерсем халăх умне тухас тесе мĕн чухлĕ тăрăшнă-ха. Тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ вĕсем. Ĕç хыççăн кашнийĕн çемйи, ачи-пăчи пур. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Çĕрпе ĕçлеççĕ.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ял культурине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрма тĕллев лартнă. Ахальтен мар Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров культура вăл экономикăран та пысăкрах пулмалла тесе палăртрĕ.
Юрлас-ташлас ăсталăх пур халăхра. Çамрăксем караокепе тĕрлĕ артист шăрантаракан юрăсене часах хăнăхаççĕ. Аслăраххисем ĕлĕкхи йăла-йĕркене тытса пыракан ăсталăха çухатмаççĕ. Кирек хăш ялта та фольклор ушкăнĕ йĕркелеме пулать. Çакна çирĕплетсех калатăп.
Культура çинчен сăмах пуçартăмăр пулсан кăмăла пăсакан ытти тĕслĕхсене те палăртса хăварас килет. Хăш-пĕр ял тăрă-хĕсенче культура аталанăвĕпе халăх ăсталăхĕн информацине методика центрĕсене йĕркеленĕ. Вăя пĕрле пĕрлештерни лайăх. Анчах мероприятийĕсем центр вырнаçнă ялта çеç ан пулччăр. Унта кăтартнă концерт-конкурса ыттисем те пăхса киленччĕр. Пăшăрхантаракан тепĕр япала та пур. Музыка центрĕсене те пĕр çĕре пуçтарнă. Ытти ялсенче вара çамрăксен ташă каçĕсем, дискотекăсем мĕнпе ирттермелле, çăварпа каласа кĕвĕ кăларасси мăн асаттесен вăхăтĕнчех пулнă-çке.
Çамрăксен интересĕсем улшăнаççĕ тетпĕр. Вĕсене илĕртекен кану каçĕсем, секцисем, кружоксем йĕркелени вырăнлă. Ячĕшĕн çăра уçса ларакан клубсене, культура çурчĕсене, паллах, çÿремеççĕ вĕсем. Каччăсемпе хĕрсене шавлă ушкăнсем илĕртме пултараççĕ. Çитĕнсе çитнисенчен йĕркене пăсакансен йышне кĕрекенсем те пур.
Культура çуртĕнчи çутта, ăшша, ĕçченсен тÿлевне перекетлени ĕçе лайăхлатас çул çине тăратмасть. Райадминистрацин социаллă аталану, информаципе тивĕçтерекен тата архив ĕçĕн пайĕн заведующийĕ С. Викторов калашле кирек хăш культура ĕçченĕ те сцена çинчен микрофонсăр янăравлă калаçма пултартăр. Шикли шикленсе кĕрĕк пĕркенсе ларакансем ан пулччăр. Çавăн чухне çеç ĕçре çĕнĕлле улшăнусем пулĕç. А.АСТРАХАНЦЕВА.