18 апреля 2009 г.
Уява шкул директорĕ О. Рыбкина уçрĕ. Вăл шкулăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Ятарласа хатĕрленĕ презентацие пăхма хăнасене кăмăллă пулчĕ.
Шкул историйĕпе А. Салмин паллаштарчĕ. Александр Николаевич маларах хăй те кунта директор пулса ĕçленĕ. Унăн шухăшне А. Павлов тăсрĕ. Александр Алексеевич та çак шкултах ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пĕрремĕш шкул Н. Салмин çуртĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Вĕренме çул çитнĕ ачасен шучă 39 пулнă. Çав шутран 14 ача шкула çÿреме килĕшнĕ. Ун хыççăн шкул П. Федоров çуртне куçнă. Каярахпа А. Каргин, унтан Лукапа Фома Волковсен çуртне çитнĕ. Ачасен шучĕ ÿссе пынă...
Уяв программине тухса калакансем пуянлатрĕç. В. Задорова шкултан 1948 çулта вĕренсе тухнă. Унăн амăшĕ учитель пулса ĕçленĕ. Районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ В. Алексеева чылай çул шкулта тăрăшса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури вĕрентекенсене Хисеп грамотисемпе чысларĕ, библиотекăна кĕнекесем парнелерĕ. И. Васильев хăй вĕреннĕ самантсене аса илчĕ. И. Мулюков (халĕ тивĕçлĕ канура) унччен шкулта туслă коллектив ĕçленине палăртрĕ.
Хăнасене вĕренекенсем, коллектив концерт кăтартрĕ. “Детство” юрра залра ларакансем те юрламасăр чăтаймарĕç. Туçа вĕрентÿ центрĕнчи арçынсен коллективĕ кĕтменлĕх хатĕрлени пурин кăмăлне те кайрĕ. М.ТАБАКОВА.