22 апреля 2009 г.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче районти çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тимлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна районти водительсен пухăвĕпе пĕрлештерчĕç. Унта çавăн пекех предприяти, организаци ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкулсенчи социаллă педагогсем те хутшăнчĕç. Кун йĕркинче пăхса тухмалли ыйтусем сахал мар. Вĕсене малтанах районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А. Купташкин çĕклерĕ. Çавăн пекех вăл 2008 çулта тата кăçалхи пĕрремĕш кварталта çул-йĕр çинче пулнă инкексене асăнчĕ. Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи иккĕмĕш номерлĕ инспекци начальникĕ В. Антонов автотранспортсенчен налук илмелли йĕрке çинче чарăнса тăчĕ. Таксистсен те клиентсемпе квитанципе ĕçлемеллине палăртрĕ.
Районта хут çинче 8621 автотранспорт единици шутра тăни курăнать. Вĕсенчен иртнĕ çул çурри ытла çеç техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Сăлтавĕ юсавсăр пулнинче мар. Киввисене вăхăтра шутран кăларса пыманнинче. Техосмотр срокĕ иртсе пырать. Юлнă кунсемпе усă курма тăрăшмаллах. Çак ыйтăва çĕклерĕ те районти техника тĕрĕслевĕпе регистраци пайĕн начальникĕ А. Петров.
Çул-йĕр çинче ачасемпе çыхăннă инкексем те пулаççĕ-ха. Çакăнтан асăрханас тĕллевпе мĕнле ĕçсем тунипе райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В. Осипов паллаштарчĕ. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче калаçусем ирттереççĕ, ку темăпа викторинăсем, ÿкерчĕксен, сочиненисен конкурсĕсем йĕркелесех тăраççĕ пулин те юлашки икĕ çул хушшинче çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсен шучĕпе район республикăра малти вырăнсенче тăрать. Кăлтăкĕсем пысăк мар. Анчах сыхлăх пиçихине çыхманни те инкек патне илсе çитерме пултарнине те шута илместпĕр. Райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата строительство пайĕн тĕп эксперт-специалисчĕ П. Кузнецов пассажирсене тата багажа турттарас енĕпе яваплă çынсен ĕçĕнчи хăш-пĕр çĕнĕлĕхпе паллаштарчĕ. Çак тата кун йĕркипе çыхăннă ыйтусене малалла тăсса патшалăх çул-йĕр надзорĕн управленийĕн представителĕ М. Алексеев сăмах илчĕ.
Водитель ĕçĕ пĕртте çăмăл мар. Çулсем тикĕс. Автотранспорт шучĕ çулсерен ÿсет. Руль тытса пыракансем хăвăртлăха чакарсах каймаççĕ. Çуран çÿрекен тротуарпа утасшăн мар. Е пуçтах водительсем çул çÿрекенсен çулĕпе çÿреме те ÿркенмеççĕ. Çак ыйтусене хускатрĕ малтанах ларăва хутшăнса район пуçлăхĕ Н. Глухов. Çавăн пекех инкеке пула çынсен, ачасен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине палăртрĕ. Тимлĕхе нихăçан та çухатмалла маррине аса илтерчĕ.
Лару ĕçне райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата строительство пайĕн начальникĕ, комисси председателĕ И. Дикин пĕтĕмлетрĕ. Çул-йĕр правилисене пăсакан, правасăр çÿрекен водительсене, техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман автотранспортпа усă куракансене ГИБДД ĕçченĕсем çеç мар, ытти çынсем те курса асăрхаттарни вырăнлă пуласса каларĕ.
Водительсене районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем савăк юрăсемпе савăнтарчĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА.