22 апреля 2009 г.
Çулсеренех районта çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра “Çурхи ырăлăх” эрнине йĕркелеççĕ. Кăçал вăл ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçланчĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçарăвĕпе акцие ирттерме, тĕллевлĕ ĕçсене палăртма ятарлă комитет йĕркеленĕ.
Акци вăхăтĕнче районта тĕрлĕ мероприяти иртĕ. Шкулсенче ырăлăх урокĕсем, “Савăнăç парнеле” сăн ÿкерчĕксен конкурсĕ, “Ăнсăртран ырă кÿмелли” кун иртĕ. Çавăн пекех тăлăх ачасене, сусăрсене, инвалидсене пулăшĕç, йывăç-тĕм лартĕç.
Ял тăрăхĕсем çак мероприятире айккинче юлмĕç. Вĕсем нумай ачаллă, чухăнрах пурăнакан çемьесене валли кĕнеке, тетте, çи-пуç пухмалли ырă кăмăллăх акцине йĕркелĕç. Çавăн пекех территорисене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе субботник ирттерме те палăртнă.