22 апреля 2009 г.
Паянхи кун районта мĕн пурĕ вун тăхăр хăй тытăмлăх органĕ. Вĕсен кашнийĕн хăйĕн бюджечĕ, аталану çулĕ, тĕллевĕ. Тĕрĕссипе вара çакă йăлтах ял тăрăх пуçлăхĕн çаврăнăçулăхĕнчен, пултарулăхĕнчен, вырăнти халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнинчен килет.
Сăкăт ял тăрăхне пĕр ял çеç кĕрет пулин те вăл районта пысăккисенчен пĕри. Кунти 29 урамра тĕпрен илсен йăх-несĕлĕ çак ялта тымар янă чăвашсем тĕпленнĕ. Ялти кашни урампа тăкăрлăка утса тухма та çăмăлах мар. Вĕсен тăрăшшĕне тÿрĕ çул çине куçарсан çирĕм пĕр çухрăма яхăн пулать. Хальхи вăхăтра Садовая тата Юхма çĕнĕ урамсем тирпейленсе пыраççĕ. Кунта 76 çамрăк çемье хуçалăх çавăрнă.
Вырăнти хăй тытăмлăх специалисчĕсем ĕнентернĕ тăрăх, юлашки 4-5 çулта Сăкăтра каçсерен килте çутă çутакан çемьесен шучĕ те, вĕсенче пурăнакансен йышĕ те пĕр шайра тăрать. Курăмлă ÿсмест те, чакмасть те темелле. Паян ялти 661 хуçалăхра 2028 çын пурăнать. Вĕсенчен 987-шĕ арçын, 1041-шĕ хĕрарăм. Тивĕçлĕ канăва тухнисем 442, “Красное знамя” кооперативра тăрăшакансем 336 çын. Ял тăрăхĕнче паянхи куна 21 çын ĕçсĕр, вĕсенчен 12-шĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăраççĕ.
Ял çынни чылайăшĕ хушма хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Ытлашшине вара сутать, çемье бюджетне тĕреклетет. Паян килти хушма хуçалăхра 722 пуç ĕне-выльăх, 1724 пуç сысна, 142 качака-сурăх, 2827 кайăк-кĕшĕк, 152 вĕлле çемйи. Ялта чĕлхесĕр янаварсен вăйĕпе усă куракансем те йышлă. Вунă çемьене пĕр урхамах тивĕçет.
Ял тăрăхĕн пуçарăвĕпе суйласа илнĕ 48 хуçалăхра кашни уйăхра мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усранине, продукци туса илнине, сутнине шута илсе пыраççĕ. Ку вăл ял халăхĕн пĕтĕмĕшле лару-тăрăвне тăтăшах пĕлсе тăма та май парать.
Вырăнта “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртсе граждансене пулăшу парассипе те тимлеççĕ. Акă, сăмахран, 2006 çултанпа килти хушма хуçалăха аталантарма 224 çемье 38,2 миллион тенкĕ патшалăх паракан çăмăллатнă кредита илнĕ. Вăл шутра 2008 çулта 14,24 миллион тенкĕ.
Паян ял халăхĕн пурнăç аталанăвĕ, социаллă-культурăллă, спорт объекчĕсем хута кайни, çурт-йĕр тăвасси çĕнелни, урамсем тирпейленни вырăнти ял хуçалăх кооперативĕн “тевĕшĕ” шанчăклă та çирĕп пулнинчен те килет. Нумай çул ĕнтĕ “Красное знамя” хуçалăха П. Никифоров ăнăçлă ертсе пырать. Кооперативра арманпа хăма çуракан цех та, пекарня та, ял хуçалăх продук-чĕсем туса кăларакан, çĕвĕ, столяр цехĕсем те пур. Çирĕм çынран тăракан строительство бригади валли те тăтăшах ĕç тупăнать. Районти чылай ялта çăнăх авăртакан арман сассисем те тахçанах илтĕнми пулнă.
Хальхи вăхăтра Сăкăт ял тăрăхĕ (ертÿçи В. Кузнецов) хăйпе хăй саплашăнса начар мар аталанса, вăй илсе пырать пулин те, вырăнти халăхăн пурнăç условийĕсене тата лайăхлатас тĕлĕшпе хушма “çăл куçсемпе” усă курни те кăмăллă. Çак кунсенче ял тăрăхĕ Сăкăт халăхне 2009-2012 çулсенче ĕçпе тивĕçтерес, ĕç ресурсĕсене туллин усă курас тĕлĕшпе Чăваш Республикин Президенчĕн ялсенче халăха ĕçпе тивĕçтерес тата ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе йышăннă хушма мерăсем çинчен калакан Указне тĕпе хурса муниципаллă тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Асăннă программăн тĕп тĕллевĕ – паян тĕнче шавлакан кризис тапхăрĕнче ĕçсĕррисен шутне чакарасси, ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатасси, вырăнти ĕç ресурсĕсене туллин усă курасси, фермер тата хушма хуçалăхсем продукци туса илессине ÿстересси, пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарса укçа-тенкĕ кĕртессине вăйлатасси тата ытти те. Урăхла каласан муниципаллă программăна ырă малашлăха тĕпе хурса хатĕрленĕ. Вăл вăя кĕрсе ĕçлеме пуçласан ял халăхĕн пурнăçĕ тата лайăхланĕ.
А. ЕГОРОВА.