АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитмен çамрăксем йĕркене ан пăсчăр

22 апреля 2009 г.

Патăрьел районĕн прокуратури районти шкулсенче тата 7-мĕш профучилищĕре çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасран асăрхаттарасси çинчен калакан законодательствăна мĕнле пурнăçласа пыни çинчен тĕрĕслев ирттерчĕ. Вăл кăтартнă тăрăх, çул çитмен çамрăксем саккунлăха пăсасси кăçал иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен чакнă. Çапах та икĕ ача 5 преступлени тунă, пĕри вара – 4-шне. Кăтартусем Патăрьелĕнчи каçхи вăтам шкулта ÿснĕ: 0-ран 4-а çитнĕ. Пĕрне Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачи тунă, 2-мĕш вăтам шкулта саккуна пăсни пулман. Паллах, çаксем лăпланса лармалли сăлтав мар.

Пĕр шкул директорĕ ачана вăйпа хăратни палăрчĕ. Кун пирки райадминистрацин вĕрентÿ пайне директора ĕçре тытма юраманни пирки представлени тăратнă.

Райадминистрацин вĕрентÿ пайне тĕрĕслени çакна кăтартрĕ. Кунта шкулсенче йĕркене пăснине тĕрĕслесе тăрасси çук. Сăлтавсăр урок сиктерекенсене, шкула çÿременнисене шута илсе пырасси кирлĕ пек мар. Тĕслĕхрен, прокуратура Аслă Чемен шкулĕнче 14 çулхи арçын ача кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкула пачах çÿременнине палăртрĕ. Шкул ертÿçисем ку факта ним вырăнне те хуман, шкул та, вĕрентÿ пайĕ те кун пирки компетентлă органсене пĕлтермен. Çапла вара ачан вĕренÿ правине пăснă. Унсăр пуçне çакă ачана çапкаланса çÿреме май панă. Çак факт пирки прокурор шкул дирекцине тата вĕрентÿ пайне представлени тăратрĕ. Яваплă çынсене дисциплина енчен айăпланă.

Район администрацийĕн опекăпа попечительство органĕ уйрăмшар çынпа асăрхаттаруллă ĕçсене тумасть, мĕншĕн тесен вăл пĕччен пĕр района ĕлкĕреймест.

Хăш-пĕр шкулта ачасене право пĕлĕвĕсем парасси çителĕксĕр пырать, право ыйтăвĕпе çыхăннă класс сехечĕсем, тĕрлĕ мероприяти теплерен пĕрре çеç ирттереççĕ.

Асăрхаттаруллă ĕçсене хăш-пĕр ачапа çеç ирттернипе ку ĕçрен айккинче юлакансем те пур. Çавăнпа та профилактика мероприятийĕсене пĕтĕм вĕренекенсене явăçтармалла.

Вĕрентÿ учрежденийĕсен ырă мар çемьесемпе ĕçлессине те вăйлатмалла, мĕншĕн тесен вĕсенче ачисене начар витĕм кÿреççĕ. Шел пулин те 2008-2009 çулсенче пĕр шкул та вĕрентÿ пайне, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссие начар тĕслĕхлĕ ашшĕ-амăшне явап тыттарас пирки ыйту тăратман.

Асăрхаттару законодательствине Патăрьелĕнчи 7-мĕш профучилищĕре мĕнле пăхăннине те тишкертĕмĕр. Кунта та “йывăр” ачасене, уроксене сиктерекенсене шута илесси тивĕçлĕ шайра мар. Ун пек ачасене вĕренÿре пулăшассине йĕркелемен. Çул çитмен çамрăксен инспекцийĕнче, районти комиссире шутра тăракансен социаллă паспорчĕсем çук. Ачасен “Сăпат ĕçĕсене” тултарса пырассинче саккунлăха пăснисем пур. Ачасен докуменчĕсем хушшинче пĕлÿ шайне кăтартакан документсем çук е вĕсен копийĕ çеç. Саккун тăрăх пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене ун пек документсăр илме юрамасть. Ĕçсенче медицина справкисем, нумайăшĕн характеристикăсем çук. 7-мĕш профучилищĕре “Право никĕсĕсене” тивĕçлĕ квалификацисĕр преподаватель вĕрентет. Ку саккуна сĕмсĕррĕн пăсни пулать. Кунта 6 вĕренÿ ушкăнĕнче ачасен шучĕ 25-рен иртет. Çакă вĕренекенсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ.

Палăртнă кăлтăксем пирки прокурор представлени тăратнă. Тĕрĕслев кăтартнă çитменлĕхсене пĕтерни çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасран асăрханма пулăшĕ.

Ю.ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика