АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке – пĕлÿ çăлкуçĕ

22 апреля 2009 г.

Раççейшĕн рынок экономики нумай çĕнĕлĕх илсе килчĕ. Халь ялсенче те лавкка çумĕнче лавкка ларать. Сентре çинче пулă вăлчинчен пуçласа хаклă йышши эрех-сăра, кăлпассисем таранах пур. Туянмашкăн укçа çеç пултăр. Хырăма тултармалли, çие питĕрмелли чăнах та нумай, анчах ăс-тăна аталантармалли, чуна пуянлатмалли мĕн пур; Вĕренÿ программипе çыхăннă кĕнекесем те, илемлĕ литература та пĕр лавккара та кураймастăн. Район центрĕнчи суту-илÿ çурчĕсенче, Юхма пасарĕнче шыраса пăхсан çеç. Унтисене те уйрăм предпринимательсем сутаççĕ, хаксене хăйсене кирлĕ пек хăпартса çеç тăраççĕ. Халь интернет урлă та кирлĕ информаци илме пулать тесе калама та май пур, анчах вăл 10-20 çул упранакан япала мар-çке. Çитменнине компьютер умĕнче те нумай ларма хушмаççĕ.

Юрать-ха хальлĕхе ялсенче библиотекăсем пур. Ачасем те, çитĕннисем те пĕр-пĕр интереслĕ япала пирки пĕлес е илемлĕ литература вулас тесен унта каяççĕ. Шел пулин те, вулав çурчĕсенче те фонд кивелсе пырать. Акă, Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра 2004 çулта 44234 кĕнеке упраннă, 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне – 41027. Çулленех фонда çĕнĕ изданисемпе 5-10 процент лайăхлатмалла пулсан, кăтарту 1,1-1,9 процентпа кăна танлашать.

Ача-пăча библиотекинче те кĕнекесем çĕнелесси йывăрпа пырать. Кунта 2004 çулта литературăпа вĕренÿ пособийĕсем 25419 шутланнă, 2008-мĕшĕнче – 21930. Ачасене валли кăларнă кĕнекесем хăвăрт юрăхсăра тухаççĕ, туянмашкăн укçине сахал уйăраççĕ. Çитменнине хакĕсем те çуллен ÿсеççĕ.

“Кĕнекепе пĕрле – Çĕнĕ çула” фестивальте 2006 çулта Чăваш Республикин Президентĕнчен Н. Федоровран Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотеки парне – 64 кĕнеке илме тивĕçнĕ, 2008-мĕшĕнче – 127.

Кĕнеке яланах чи çывăх тус шутланнă. Вăл сана канаш парать, вĕрентет, ăс-тăна аталантарма пулăшать, йĕртет, култарать. Вулакансен шучĕ интернет аталаннă вăхăтра та чакманни чăннипех те савăнтарать. Ача-пăча библиотекине 2004 çулта 24960 çын çÿренĕ, 2008-мĕшĕнче – 25533. Шкула çÿременнисем те кĕнекесемпе интересленни пушшех те кăмăллă, вĕсем вĕт пулас вулавçăсем. О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика