22 апреля 2009 г.
Çĕмĕрле хулинче çамрăксен хушшинче республикăра мала тухассишĕн штангистсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Район чысне ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекенсен команди хÿтĕлерĕ. Унта Алманчă, Патăрьел, Нăрваш Шăхаль ялĕсенчи шкул ачисем пулчĕç.
Хĕр ачасен хушшинче пĕрремĕш çитĕнÿ А. Гаврилова турĕ. Вăл 32 кг виçере иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Эстафетăна В. Чернова тăсрĕ, вăл тепĕр виçере (44 кг таран) иккĕмĕш пулчĕ.
53 кг виçере М. Камасова иккĕмĕш, М. Игнатьева виççĕмĕш тухрĕç. М. Ерофеева (58 кг таран), Г. Петрова (69 кг таран) пĕр-ремĕш пулчĕç. Хĕр ачасен команди республикăра иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Етĕрнесем пĕрремĕш, кÿршĕ Елчĕк район команди виççĕмĕш вырăнсенче.
Арçын ачасен çитĕнĕвĕсем те начар мар. А. Яковлев тимĕр снаряда парăнтарса хăйшĕн пĕрремĕш çитĕнÿ турĕ. 32 кг таран виçере икĕ меслетпе 52 килограмм пуçтарма пултарчĕ. Анчах та 1 кг виççĕмĕш вырăна выляса ячĕ, тăваттăмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Д. Исаков (34 кг таран) каллех тăваттăмĕш вырăнта. 38 кг виçере Н. Фролов иккĕмĕш, А. Раськин (42 кг) виççĕмĕш пулчĕç. Чемпион ятне 46 кг виçере А. Мышов тивĕçрĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ патне çывăх кăтарту турĕ. В. Чанга (50 кг таран) виççĕмĕш тухрĕ. Унăн юлташĕ П. Адикин тăваттăмĕш. В. Леонтьев (56 кг) иккĕмĕш, Э. Карсаков (69 кг) иккĕмĕш, В. Быков (77 кг) пĕрремĕш пулчĕç, командăшăн кирлĕ очкосем пуçтарчĕç. Арçын ачасен команди те иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен Елчĕк район команди пĕрремĕш, Шупашкар хула команди виççĕмĕш вырăнсенче. Командăна хатĕрлекен А. Давыдов, Н. Зимин, Н. Трифонов тренер-преподавательсем тунă çитĕнÿсемпе чарăнса тăрасшăн мар тата пысăкрах кăтартусем патне çитесшĕн.