25 апреля 2009 г.
Инкек тени куçа курăнса килмест пулин те ăна çухалса каймасăр парăнтарма яланах хатĕр пулмалла. Çак тĕллевпе районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем çынсем йышлă çÿрекен вырăнсенче тăтăшах вĕрентÿсем йĕркелеççĕ, çитменлĕхсене палăртса вĕсене пĕтермеллине асăрхаттараççĕ.
Маларах çакнашкал вĕренÿ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта, райадминистрацинче, Тăрăнти подстанцинче пулнăччĕ. Çак эрнере вара вăл районти пысăк вĕрентÿ учрежденийĕнче – тĕрлĕрен професси илме пулăшакан училищĕре иртнĕ.
Вĕренĕве Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикин управленин пай пуçлăхĕ А. Серебряков, начальник çумĕ Н. Нягин, районти пушар хуралĕн яваплă çыннисем хутшăннă, вĕренÿ вăхăтĕнче пулнă йăнăшсене ăнлантарнă.