АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялшăн, халăхшăн тăрăшать

25 апреля 2009 г.

Хамăн ĕмĕрте пĕрре мар ял тăрăх депутатне суйланма тивĕçрĕм. 70 çул урлă каçсан та çак тивĕçе суйлавçăсем шаннăшăн вĕсене тав тăватăп, вĕсен шанăçне пурнăçлама тăрăшатăп. Мана чылай ял пуçлăхĕсемпе ĕçлеме тиврĕ. Çапах та халĕ ĕçлекен ял тăрăх уçлăхĕ Н.В. Яковлев пек çынсемшĕн, ялти тирпей-илемшĕн, хăтлăхшăн çине тăрса ĕçлени пулман-ха. Çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетме пултаратăп. Çуркунне урамсем типсе тирпейленсенех грейдер тупса пур урама та тикĕслеттерет, хĕллехи вăхăтсенче юртан тасаттарать. Çак кунсенче пире, урам старостисене, хăй патне пуçтарчĕ, хамăр участоксенче пулса çынсене урамсене тирпейлеме, пушар хăрушлăхĕ çулла уйрăмах пысăк пулнине ăнлантарма ыйтрĕ.

Николай Васильевич ял халăхне çурт-йĕр лартнă чухне патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курма хистет, кирлĕ документсем тума пулăшать. Çакăн пек çăмăллăхсемпе темиçе çемье усă курма та пултарчĕç ĕнтĕ. Вăл хăй ĕçĕнче халăхшăн усăллă мелсемпе усă курать. Ясная Поляна ялне республика программипе асфальтлă çул хывнă чухне хатĕрленĕ проекта тÿрремĕнех хутшăнса Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Хурăнкасси урамне асфальт çул сартарма пулăшрĕ. Ун пек тĕслĕхсем тата илсе кăтартма пулать.

Ялсенчи ĕçкĕпе иртĕхекенсене, çемьере хăйсене йĕркеллĕ тытман çынсене, хăй патне чĕнтерсе калаçу ирттерет, кирлĕ пулсан право йĕркисене сыхлакан çынсемпе усă курать. Аслă пĕлÿллĕ юрист пулнă май, вăл кирек мĕнле çынна та ыйтăва саккун ыйтнă пек татса пама пулăшать.

Нумаях пулмасть тата Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе Нăрваш Шăхаль ял тăрăхне пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе «Чи лайăх муниципаллă пĕрлĕх», Николай Васильевича “Чăваш Республикинчи чи лайăх ял тăрăх пуçлăхĕ” ятпа чысларĕç.

Б.КОШКИН, ял тăрăх депутачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика