25 апреля 2009 г.
Туберкулез – ерекен тата хăрушă чир. Инфекци çăл куçĕ – чирлĕ çын, çавăн пекех чирлĕ ĕнесемпе качакасем, сурăхсем туберкулез бациллине кăларма пултараççĕ. Çынна вăл сывлав органĕсем урлă ерет. Туберкулезпа чирлĕ ĕнесен сĕтне çисен те чир куçма пултарать.
Туберкулез микробактерийĕ ерни чирленинех пĕлтермест. Вăл организма иккĕмĕш хут лексен е хÿтлĕх вăйĕ чаксан çеç аталанма пултарать. Ывăнни, нумай вăхăт канăçсăрланни, сĕтеклĕ апат çименни, вăраха кайнă чирсем (ÿпке, сахăр диабечĕ, вар-хырăм ыратни, туртни, эрех ĕçни) пурри туберкулеза аталанма пулăшаççĕ.
Час ĕшенни, апат анманни, начарланни, ир енне тарлани, йывăр ĕçленĕ чухне сывлăш çавăрса илейменни, ÿт-тир температури кăштах ÿсни, ÿсĕрни чирĕн малтанхи паллисем пулаççĕ.
Профилактика енчен тин çуралнисенех БЦЖ вакцини яни вырăнлă. Вăл 6-7 çулччен чиртен хÿтĕлет. 7 тата 14 çулсенче хушма прививкăсем тăваççĕ.
Аслисен чирне флюорографи тĕрĕслевĕ палăртать. Кашни ашшĕпе амăшĕн ăна вăхăтран вăхăта тухмалла.
Физкультурăпа туслашни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни иммунитета çирĕплетет, организма инфекциллĕ чирсене хирĕç тăма май парать. Пÿлĕме уçăлтарни те сывлăхшăн усăллă. Чиртен асăрханнине нимĕн те çитмест. Çакна кашнийĕн асра тытмаллах.
В. КАЗАКОВА, врач-фтизиатр.