25 апреля 2009 г.
Кинĕ ĕçе кайнă чухне вăраннă Б.Ртыкаева урăх çывăрса каяймарĕ. Ыйхи вĕçнĕрен каçран почтальонка панă “Авангард” хаçата пуçласа вĕçне çитиччен тенĕ пекех вуласа тухрĕ. Юбилейпа саламлакансем, пурнăçран уйрăлакансем хушшинче палланă çынсене шырарĕ. Ку номерте унашкаллисем тĕл пулмарĕç. Пурăнччăрах эппин сывлăхпа. Çут тĕнчене пĕр хутчен çеç килетпĕр-çке. Пире ăшăтакан хĕвелĕ пурин валли те çитет. Мăнукĕсем тăриччен чей вĕретес тĕллевпе çывăрмалли пÿлĕмрен кухньăна тухрĕ Биян Шайдулловна. 85 çул тултарать пулин те чиперех çÿрет-ха. Яшка-çăкăр пĕçересси хăй çинчех. Ара, кинĕн çынсем çывăрса тăриччен хăйĕн те булка-кукăль пĕçермелле-çке. Ĕçе ирпе-ирех çитмелле.
Аллахран кун каçмалăх сывлăх ыйтса ĕçе пуçăнчĕ Биян аппа. Кашни ирех çакна йăлана кĕртнĕ вăл. Пурнăçпа кăмăллă. Çемье сывлăхне упраса татах та хăйĕнпе ыр кăтартасшăн мар-и ывăлне, кинне, мăнукĕсене, кĕçĕн мăнукĕсене. Ăрăва малалла тăсакансене лайăххине çеç вĕрентет. Ваттине итлесси, ун сăмахне вырăна хурасси малта тăрать Шăнкăртамри Ртыкаевсен. 36 çул кинĕпе пурăнса сивĕ сăмах каланине астумасть вăл. Хăйĕн ывăлĕпе хĕрне ÿстернĕ чухне терт-нушине сахал мар курчĕ, паллах. Вĕсен ашшĕ те, амăшĕ те пулчĕ вăл. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тÿснине куççуль витĕр аса илет. Çап-çамрăк хĕр арçынсемпе юнашар тăрса вăрман та каснă, окоп та чавнă, суха та тунă. Кайран хуçалăха ура çине тăратас ĕçе хутшăннă. Колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. Çие питĕрме те, хырăма тăрантма та май пулнă. Эх, мăнтарăн хуçалăхĕ. Пĕр тикĕс тытса пынă пулсан юхăнмастчĕ те пулĕ. Ун чухне килĕрен колхоза утнă. Паян вара çамрăксем валли те ĕç çук.
Кун каçипе пĕчченех кăштăртатать хăш чухне килте Биян аппа. Ыран та урине çĕре тивертмесĕр ĕçлемелле-ха унăн. Хăйĕн çуралнă кунне мăнукĕсем (качча кайса çемьеллĕ пулнă) мăшăрĕсемпе, ачисемпе, хăти-тăхлачипе килеççĕ. Кинĕ ĕçре. Хăна-вĕрлене кĕтме хăйĕнех чуста хурса кукăль пĕçермелле. Пĕчĕккисем ытларах чак-чака юратаççĕ. Ăна та хатĕрлемелле тата ытти те. Хăнасем килнĕ çĕре ятарласа тытса тăнă казы та пур. Губадия, пĕлĕш, эчпочмак пĕçересшĕн. Кĕçĕн мăнукĕсем асламăшне çупăрласа çеç тăраççĕ. Пĕри тепринчен маларах чĕрçи çине ларасшăн. Мăйĕнчи шăр-çине пÿрнепе куçарса шутлама юратаççĕ.
Хăйĕн ачисене – Миндуспа Минданияна – пуçран шăлса ачашласа ÿстерме вăхăчĕ те çитмен пулас-тăр Биян Шайдулловнăн. Юрать, амăшĕ юнашар пулнă. Вăл пăхса ÿстерме пулăшнă. Ун вырăнне вара ывăлĕпе кинĕн ачисене кашнинех сăпкара сиктернĕ. Ахальтен каламаççĕ çав мăнук ачаран та çывăхрах тесе. Çакна çитĕнекен ăрупа Биян аппа хушшинчи çыхăнупа та çирĕплетсех калама пулать.
Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Тĕрĕсех иккен. Ваттин ĕçченлĕхĕ мăнукĕсенче те пур. Асламăшĕ хушнине хирĕçлемеççĕ вĕсем. Çемьепе тумалли ĕçе те пĕрле хутшăнаççĕ.
А.АСТРАХАНЦЕВА.