30 апреля 2009 г.
Апрелĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхин кунĕнче, 13 сехетре эфирта чăваш кĕвви янраса кайрĕ те Чăваш наци радиовĕн передачи пуçланчĕ. Ун вăхăтĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн саламĕ янăрарĕ. Малалла кунĕпех чăваш юрри-кĕввисене итлесе савăнтăмăр: чăнах та çĕр пин юрă пурах пирĕн.
Чăваш Енĕн наци радиовĕн директорĕ Т. Евдокимова пĕлтернĕ тăрăх, радио виçĕ тапхăрпа ĕçлесе каять: пĕрремĕш тапхăрĕ – апрель-май уйăхĕсем (çĕнĕ хыпарсем, музыка программисем, ачасен передачисем), иккĕмĕшĕ – август уйăхĕ (çĕнĕ хыпарсем, ачасемпе çамрăксен программисем, литературăпа драма передачисем), 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тулли хăватпа ĕçлеме пуçлать.
Хальхи вăхăтра наци радиовĕ ирхине 6 сехетрен пуçласа 22 сехетчен ĕçлет.