АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхине курса, малашлăха шанса

30 апреля 2009 г.

– Николай Петрович, “Труд” кооператив, чылай хуçалăх юхăнса пынă вăхăтра, аталанма пултарнин сăлтавĕ мĕнре-ши; Тен, ертÿçĕре икĕ теçетке ытла ĕçлесе пĕр-пĕр вăрттăнлăх пур;

– Хуçалăх мĕнле аталанасси специалистсенчен нумай килет. Акă, С. Шалтынов агроном, Г. Григорьева тĕп бухгалтер, В. Васильев зоотехник 20 çул ытла, Г. Митрофанов инженер 10 çул ытла тăрăшаççĕ. Эпир – пĕр ушкăн. Эпĕ – вĕсене, вĕсем мана шанаççĕ, пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланатпăр. Ушкăнпа пĕр чĕлхе тупса вăй хуни пире йывăрлăхсене çĕнтерме, аталанма пулăшать.

– 2008 çула хуçалăх мĕнле вĕçлерĕ;

– Начар тесе калас килмест. Пĕлтĕрхи тупăш 6 миллион та 373 пин тенкĕпе танлашнă. Ÿсен-тăран отраслĕ тата сысна ферми хуçалăх кассине укçа ытларах кĕртрĕç.

Эпир выльăх йышне те чакарман, кашни отрасль пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă вĕт.

– Николай Петрович, хуçалăхсенче халь ĕçлекенсем сахаллипе нушаланаççĕ. Ака е вырма вăхăтĕнче ку ыйту пушшех те çивĕчленет.

– Пирĕн техника паркĕнче те, фермăра та кадрсем çителĕклĕ. Çамрăксем те йышлă. Акă, гусеницăллă тракторсем икĕ сменăпа та ĕçлеме пултараççĕ. Техникăна çĕнетсе пыни те ку йывăрлăхран тухма пулăшать. Çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ чухне çеç Упамсасем пирĕн пата килĕшÿпе ĕçлеме килеççĕ.

– Парка çĕнетме май тупни чăннипех те ырă пулăм.

– Пĕлтĕр çĕр улми пуçтаракан “Гримме” комплекс туянтăмăр. Унта икĕ комбайн тата сортлакан агрегат кĕрет. Çавăн пекех МТЗ-1221 маркăллă трактор, “Енисей” комбайн тата кăкарса çÿремелли ытти агрегатсем туяннă. Техникăн çуррине хуçалăх хăй вăйĕпе, ыттине кредитпа илнĕ.

– Николай Петрович, эсир механизаторсем, фермăра вăй хуракансем хушшинче çамрăксем чылаййи пирки те асăнтăр. Хуçалăх яла юлнипе мĕнле те пулин пулăшать-и;

– Çурт-йĕр тăвакансене е мĕнле те пулин йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене яланах пулăшу пама тăрăшнă. Процентсăр кредитсемпе тивĕçтеретпĕр. Техникăпа, пилорамăпа усă курнăшăн çуррине кăна тÿлеттеретпĕр. Ĕç укçи те пĕчĕкех тес килмест. Пĕлтĕр кашни уйăхра вăтамран 8787 тенкĕ илнĕ.

– Хуçалăхран ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисене, “Тава тивĕçлĕ ĕçчен” ята илнисене те хавхалантармалли мелсем тупнине илтнĕччĕ.

– Техникăпа виçĕ хутчен тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ. Пĕр центнер тырă, улăм укçасăр паратпăр. Уявсенче саламлатпăр.

– Кăçал Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ. Сирĕншĕн вăл мĕнлерех иртсе пырать;

– Пирĕн патăрта республика шайĕнчи мероприяти “Уй-хир кунĕ” иртмелле. Çак уява халь эпир çине тăрса хатĕрленетпĕр. Унта Раççей шайĕнчи представительсем те хутшăнмалла.

– Çур аки пирки те пĕр-ик сăмах хускатар-ха.

– Çунтармалли-сĕрмелли материал, удобрени çителĕклĕ турттарса килнĕ. Вăрлăхсем пурте элита, суперэлита. Нумай пулмасть çĕр улми вăрлăхне те çĕнетрĕмĕр. Техника та хатĕр. Кăçал пирĕн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем – 665 гектар, çĕр улми – 300, пĕр çул ÿсекен курăк 300 гектар йышăнмалла. Çур акине кĕске вăхăтра лайăх пахалăхпа ирттересшĕн.

– Николай Петрович, сире хуçалăха çирĕп тытса пыма мĕн хăват парать;

– Çĕр. Хăнăхнă эпĕ çĕр çинче ĕçлеме. Ултă класс пĕтерсенех тракторпа вăй хума пуçланă, унтанпа тăван хуçалăхран уйрăлса курман. Тата пирĕн халăх та ĕçчен, вĕсене уншăн тав.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика