30 апреля 2009 г.
Хăйĕн халăхне шута илмесĕр нихăш çĕр-шыв та пурăнма пултараймасть. Çавăнпа çынсене шутлама ĕлĕк-авалах пуçланă. Хальхи евĕрлĕ çыравсене çĕнĕ ĕмĕрччен виçĕ çул маларахах Египетра, Индире, Китайра, Японинче ирттернĕ. Авалхи Греципе Рим та “ревизисĕр” пурăнайман.
18-мĕш ĕмĕр варринче пуçласа халăха тĕпчес юхăм çĕнĕ вăй илет. Вăл уйрăмах Европăри çĕр-шывсенче (Австринче, Голландинче, Данинче), çавăн пекех Азири Японинче тата Америкăра анлăн сарăлать. Анчах ун чухне çырав темиçе çула тăсăлнă, пĕтĕм халăха шута илмен е арçынсене кăна шутланă. Хальхи пекрех тĕллевсем тытса 1790 çулта США-ра, 1800 çулта Швеципе Финляндинче, 1801 çулта Англинче, Норвегинче, Данинче тата Францинче çырав йĕркеленĕ. Пĕчĕккĕнех çырав инструменчĕсем аталанса пынă, ятарлă бланксем тата инструкцисем кăларнă. Çырав программисем нумайрах халăх пĕлĕвне-вĕренĕвне, куçса çÿренине, çуралнине е вилнине, мĕн ĕç тунине тĕпчессипе çыхăннă. Пыра-киле çырав ыйтăвĕсене наука куçĕпе те пăхма пикеннĕ. Унăн тĕп правилисене 1853 çулта Брюссельте, халăхсем хушшинчи статистика конгресĕн сессийĕнче çирĕплетнĕ, çĕнĕрен тĕпчесе 1872 çулта Санкт-Петербургри сессинче улшăнусем кĕртнĕ. Малалла вара халăх çыравĕ ирттерме сĕнÿсем парас енĕпе халăхсем хушшинчи статистика институчĕ, ООН-ăн статистика комиссийĕ ĕçленĕ.
Раççейре халăха шута илме 9-мĕш ĕмĕрте Киев Руçĕнче тата Новгородра тытăннă.
Монгол-тутар пусмăрĕ вăхăтĕнче (13-мĕш ĕмĕр çурринче) вырăссен уйрăм княжествисенче куланай пухас тĕлĕшпех çынсене шутланă, çĕр лаптăкĕшĕн тата ун чухнехи тĕп ĕç хатĕрĕшĕн – сухапуçшăн – налук илмелле тунă. Результатсене ятарлă кĕнекесене кĕртнĕ.
17-мĕш ĕмĕрте çак йĕркене улăштарса хуçалăха налук хунă, çавăнпа çыравра хуçалăхсене палăртнă. Уйрăм территорисенче вăл 1646, 1678, 1710, 1716-1717 çулсенче иртнĕ. Паллах ĕнтĕ, ун чухнехи çыравçăсем нумай йăнăш тунă, кăтартусене пытарнă, арçынсене çеç кĕртнĕ.
Раççейре крепостла йĕркене пăрахăçланă хыççăн халăха вырăнĕ-вырăнĕпе шута илекен çыравсем пуçланнă. Тĕпрен илсен, вĕсене тĕп хуласенче, пысăк кĕпĕрнесенче тата уйрăм уес хулисенче йĕркеленĕ. Анчах та пĕр пĕтĕм йĕрке те, палăртнă тĕрĕс вăхăчĕ те пулман-ха.
Г. АФАНАСЬЕВ,
çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уполномоченнăй.