АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулас ăсталăхпа палăрчĕç

30 апреля 2009 г.

Кăçалхипе ентеш-поэтесса Раиса Сарпи призĕсене çĕнсе илессишĕн Нăрваш Шăхалĕнче сăвă вулакансен конкурсĕ вуннăмĕш хут иртрĕ. Автор хăй те çулленех пулать унта. Пĕрле паллă драматург Арсений Тарасов журналистпа Чăваш телевиденийĕн операторĕ Олег Мышев та килнĕ. Конкурса Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Сăвă вулакансем виçĕ секцинче ĕçлерĕç. Раиса Сарпи сăввисене пуçламăш класра вĕренекен ачасем хушшинче вулас енĕпе Нăрваш Шăхалĕнчи Т. Желагина пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕшне Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти К. Арлановпа К. Козлова, Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнчи А. Савинов йышăнчĕç. Виççĕмĕшĕнче çак шкулти Н. Кузнецов, Шăнкăртамри вăтам шкулти Л. Ильясова, Сăкăтри А. Анюрова, Турханти В. Осипова пулчĕç.

Вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем хушшинче Нăрваш Шăхалĕнчи А. Пагунова çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Ю. Кулакова тата Туçари вĕрентÿ центрĕнчи А. Табакова йышăнчĕç. Виççĕмĕшĕнче – Турханти вăтам шкулти Т. Мылова, Аслă Чементи вăтам шкулти М. Самделова, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти А. Андреева.

Çеçпĕл Мишши сăввисене вулакансен секцийĕнче Нăрваш Шăхалĕнчи Д. Лаврентьев малти вырăна, Хирти Пикшикри вăтам шкулти М. Лаврентьевăпа Аслă Чементи вăтам шкулти М. Самделова иккĕмĕшне, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти А. Васильева, Нăрваш Шăхалĕнчи Т. Желагина, Первомай-скинчи вĕрентÿ центрĕнчи Е. Краснова, Турханти вăтам шкулти Е. Осипова виççĕмĕш вырăна йышăнчĕç.

Автор сăввисене вуласси интереслĕ иртрĕ. Пуçламăш классенчен Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Т. Желагинăна çитекенни пулмарĕ. Пăлапуç Пашьелĕнчи Л. Мешкова, Нăрваш Шăхалĕнчи С. Васильев ун хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç.

Вăтам тата аслă классенче вĕренекенсенчен çак шкулти Н. Кошкина, Туçари вĕрентÿ центрĕнчи А. Та-бакова, Ыхра Çырминчи К. Федорова, Ишлĕри Т. Едифанов, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Т. Арланова пултаруллă пулнине палăртмалла.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика