06 мая 2009 г.
Чулхулара РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Г. Рапота Президентăн судьясен квалификаци коллегийĕнчи представителĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта округри мĕн пур регионăн квалификаци коллегийĕсен председателĕсем хутшăннă.
Полпред палăртнă тăрăх, правосуди тухăçлăхне ÿстересси суд тытăмĕ валли кадрсем хатĕрлессипе тÿрремĕнех çыхăннă. Судьясен коллегийĕн хăйĕн ĕçĕнче никама пăхăнманлăха тĕпе хумалла. Г. Рапота шучĕпе, малтанхи следстви вăхăтĕнче камерăсенче хупса усракан çынсен шучĕ ытла та пысăк. “Çынна камерăра çулталăк çурăна яхăн тытма пултараççĕ, кайран вара преступлени туман тесе кăларса яраççĕ – тискер лару-тăру”, – тенĕ Г. Рапота.
Судьясем çине пысăк тиев лекни те пăшăрхантарать. Г. Рапота миравай судьясен ĕç калăпăшĕ уйрăмах пысăккине палăртнă. Çавăн пекех, ун шучĕпе, Президентăн квалификаци коллегийĕсенчи представителĕсен прависемпе тивĕçĕсене çирĕплетекен документсем хатĕрлемелле. Ку енĕпе полномочиллĕ представительство ресурсĕсемпе, влаçăн ытти органĕн майĕсемпе усă кур-малла. Н. АНДРЕЕВ.