АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентĕве ĕçпе çыхăнтарса

06 мая 2009 г.

Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнче республикăри вĕрентÿ ĕçĕн ертÿçисем районсенчи тата хуласенчи çак ĕçре вăй хуракансемпе семинар-канашлу ирттерчĕç. Унта Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г. Чернова, специалисчĕсем, вĕрентÿ институчĕн ĕçченĕсем, район пуçлăхĕ Н. Глухов хутшăнчĕç. Николай Иванович район çитĕнĕвĕпе, малашлăх аталанăвĕпе паллаштарчĕ. ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Петрова, вĕрентÿ сферинчи тĕрĕслевпе надзор управленийĕн начальникĕ М. Федотов семинар-канашлу тĕллевне уçăмлатрĕç. Унта хутшăнакансем ушкăнсене уйрăлса ĕçлерĕç. Пĕрремĕшĕнчисем ачасене шкул çумĕнчи сăнав участокĕнчи ĕçе явăçтарнă чухне документсене хатĕрлес ыйтăва, иккĕмĕшĕнчисем вĕренекенсене ĕçпе кану лагерĕсене явăçтарассине, виççĕмĕшĕнчисем ачасене ял хуçалăх ĕçне хутшăнтарассине пăхса тухрĕç. Пĕр-пĕрин шухăшĕсене тĕпе хурса пухăннă материала пĕтĕмлетрĕç. Вĕрентÿ центрĕн кабинечĕсемпе, стенчĕсемпе, вĕренекенсен алă ĕçĕсен выставкипе паллашрĕç.

Семинар вĕçĕнче министерство коллегийĕн анлă ларăвĕнче район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн тата учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлне комплексла тĕрĕсленин итогĕсене сÿтсе яврĕç.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика