06 мая 2009 г.
Тутарстан Республикин делегацийĕ Патăрьел районне килсе кайрĕ. Ун шутĕнче – ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕн çумĕсем Н. Якушкин профессорпа Н. Хазипов, Татпотребсоюз правленийĕн председателĕ М. Фаттахов.
Патăрьелсем хăнасене чăваш йăлипе çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç.
Район администрацийĕнче Тутарстан хăнисемпе район пуçăхĕ Н. Глухов, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В. Павлов, Патăрьел райпо канашĕн председателĕ П. Перепелкин тĕл пулчĕç. Калаçу вăхăтĕнче Н. Глухов район ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. В. Павловпа П. Перепелкин коопераци суту-илĕвĕн аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕç.
Ĕçлĕ калаçу хыççăн хăнасем тĕрлĕ объекта çитсе курчĕç. Уйрăммăн илсен “Азирра” ял хуçалăх кооперативĕн ĕçĕ кăсăклантарчĕ вĕсене. Ăна “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Вăл аш-какай пуçтарса сутассипе ĕçлет. Ĕне-выльăх пусса тирпейлекен тата каяшсемсĕр ĕçлекен “Шыгырдан” ял хуçалăх предприятийĕн ĕçĕ те кăмăла кайрĕ хăнасене. Вĕсем çавăн пекех Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи 1-мĕш апат-çимĕç лавккине, бара çитсе курчĕç.
Юлашкинчен икĕ енĕ те ял хуçалăхне тата потребкооперацие аталантарас ĕçри опытпа, халăха ĕçе вырнаçтарас ыйтупа пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашрĕç.
А. АЛЕКСЕЕВ.