06 мая 2009 г.
Майăн 7-мĕшĕнче Раççейре уголовлă ĕçсемпе тимлекен инспекци йĕркеленсе кайнăранпа 90 çул пулать. Çакнашкал инспекци паян кашни районтах пур. Патăрьелĕнчи инспекци те республикăра ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртмалла. Иртнĕ çул асăннă инспекцине 218 судпа айăпланнă çын çакланнă. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта – 117-ĕн.
Инспекци район администрацийĕпе пĕрле айăпланнисем ĕçлесе юсанмалли организацисене палăртнă. Хальхи кризис тапхăрĕнче те ку тĕлĕшпе Шăнкăртам, Патăрьел, Хирти Пикшик, Туçа, Сăкăт, Кзыл Чишма, Первомайск ял тăрăхĕсем вĕсене ĕç тупса юсанма пулăшассипе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Çакă, паллах, районта преступлени тăвассине чакарассипе те çыхăннă.