АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватă уйăхра – çĕр çĕнĕ çемье

06 мая 2009 г.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче кăçалхи тăватă уйăхра тĕрлĕ сăлтавпа граждансен ячĕпе 567 акт çырнă. Вăл шутра 180 ача çуралнă, 227 çын вилнĕ, çĕр çĕнĕ çемье çавăрнă, 27-шĕ тĕрлĕрен сăлтавпа уйрăлса кайнă.

Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан чылай енĕпе кăтарту лайăх. Сăмахран, çак тапхăрта çут тĕнчене 33 ача ытларах килнĕ, пĕрлешекенсен ячĕпе 41 акт ытларах çырнă. Уйрăлакансем 11 тĕслĕх сахалтарах пулнă.

Тăватă уйăхра 79 арçын ача, 101 хĕр ача çуралнă, 79 çемьере ашшĕ-амăшĕ пĕрремĕш хут пепкене алла илнĕ.

Вилекенсене танлаштарсан, арçынсем ытларах яланлăх тĕнчене куçнă. Вĕсен вăтам ĕмĕрĕ те кĕске: 60 çул çеç! Хĕр арăмсем вара вăтамран 74 çул пурăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика