АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕ аталану çулĕ çинче

06 мая 2009 г.

Паян вырăнти ял тăрăхĕ мĕнле аталанасси унăн ертÿçин çаврăнăçулăхĕнчен нумай килет. Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Яковлевăн ку тĕлĕшпе опычĕ пĕчĕк мар. Вырăнти ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупса, ăнланса ĕçлет вăл. Çакна унăн ĕç пÿлĕмĕнче çакăнса тăракан тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсем те çирĕплетсе параççĕ. 45-ччĕ вĕсем стена çинче!

Ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Н. Михайлова кунта нумаях ĕçлемест пулин те, администраци пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăхĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕ.

– Çыннăн пурнăçри хуйхи-суйхине те, савăнăçне те пирĕн пĕрле пайлама тивет, – терĕ вăл калаçăва пуçланă май. Унсăр пуçне ял çынни хуçалăхра, çемьере сиксе тухакан тĕрлĕрен ыйтупа ял администрацинех килет. Кучухне пĕр ĕçе татса парас тесен те темиçе тĕрлĕ хут тутармалла-çке.

Тăватă яла пĕрлештерсе тăракан ял тăрăхĕ йышĕпе те пĕчĕкех мар, 2200 çын пурăнать. Паян вĕсенчен чи нумай сăмах пуçармалли ял – Ясная Поляна. Хальхи вăхăтра кунта 34 çын пурăнать. Ку вăл тĕрĕссипе вунă çынран тăракан виçĕ çемье çеç темелле. Çемьесене пÿрнепе те шутласа тухма пулать: Шалтыновсен икĕ çемйи, Софроновсем, Хмелевсем, Федоровсем... “Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă” теççĕ пулин те, çапах та вĕсен ку таранччен чи пăшăрхантаракан ыйту яла автомашинăпа та, çуран та кĕрсе тухма шанчăклă çул çукки пулнă. Иртнĕ çул вара Чăваш Ен Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртсе Нăрваш Шăхалĕнчен Ясная Полянăна çатма пек тикĕс çул выртрĕ. “Эпир те çутта тухрăмăр”, – теççĕ кунта пурăнакансем шÿтлесе. Паян кунта культура вучахĕ те ĕçлет, райпо магазинĕ ял халăхне кирлĕ таварпа тивĕçтерет. Вăхăтран-вăхăта библиотека, медицина ĕçченĕсем яла пырса çÿреççĕ, кирлĕ пулăшу параççĕ.

Ял хавалĕн хăйне евĕр паха енĕсем пурри те кăмăллă. Кил сиктерсе çĕр ĕçченĕ лаша усрать. Темиçе çул каялла чĕлхесĕр янавар кашни çемьере тенĕ пекех пулнă. Унсăр пуçне хресчен килти хушма хуçалăхра ĕне-выльăх йышлă ĕрчетет. Паян районти чылай ялта сурăхсене пуçĕпех пĕтерчĕç пулин те, кунта ытти выльăхпа пĕрлех 16-шар пуç сурăх усракансем те пур. Пĕчĕк ферма тейĕн!

Ял вăрман çывăхĕнче пулнăран-ши, çак пĕчĕк йышрах вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем пурăнаççĕ. Сăмахран, К. Шалтынова 90 çул тултарнă, З. Николаева та саккăрмĕш теçеткене капашать тата ытти те. Çав вăхăтрах ялтан Нăрваш Шăхальне шкул автобусĕпе тухакан икĕ ача çеç. Ку вара ял малашлăхĕ çинчен калаçу пуçарнă чухне кăштах кăмăла пăсать. Çапах ял çĕнелес, аталанас, çамрăкланас пирки шанăçа та çухатмалла мар. Ял тăрăх специалисчĕсем каланă тăрăх, юлашки вăхăтра çеç кунта пурăнма 2-3 çемье куçса килнĕ. Çак юхăм тата ытларах вăйлансан, кунта “кăвак çулăмĕ” те, таса шывĕ те пăрăхсемпе çитĕ.

Ял тăрăхĕн пурнăçĕпе паллашнă вăхăтра администрацине темиçе çын та хăйсен ыйтăвĕпе кĕре-кĕре тухрĕ. Пĕри налук тÿлет, тепри справка çыртарать, виççĕмĕшĕ çĕр ыйтăвĕпе канашлать. З. Гаврилова пенсионерка вăхăтĕнче медсестра пулса ĕçленĕ. Çавна май вăл эпир тирпей-илем, хăтлăх пирки пуçарнă калаçăва çăмăллăнах хутшăнчĕ.

– Ял урамĕсем çулсерен мар, кунсерен тирпейленсе, йĕркене кĕрсе, хитреленсе пыни кăмăллă. Çынсем те культурăллă пурăнма хăнăхни туйăнать. Тирпейĕ те, илемĕ те, хăтлăхĕ те хамăршăн-çке. Хĕлле кашни урама вăхăтран-вăхăта юртан тасатса тăни те халăхшăн лайăх. Кирек мĕнле сăлтавпа унта автомашинăпа кĕрсе тухма та урамсем яланах уçă, таса, – терĕ вăл.

Ку тĕлĕшпе администраци çирĕп йĕркепе ĕçлет. Кашни эрнерех организаци-учреждени ĕçченĕсене, депутатсене явăçтарса халăхпа субботниксем йĕркелесси йăлара. Хальхи вăхăтра, акă, тĕп урамри йывăçсене касса тирпейленĕ. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ялсенче тирпей-илемпе çыхăннă çитмен-лĕхсене пĕтерме вăхăтлăха çичĕ çамрăка явăçтарнă. Çамрăксене хушма ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программăпа ял тăрăх яваплăхĕнче çак меслетпе çирĕм çын ĕçлĕ пулмалла. Укçа-тенкĕ тĕлĕшпе йывăр тапхăрта çакă пурнăçа сыпăнтармалли ăнăçлă çул.

Республика Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн иртсе пыракан Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ял тăрăхĕ пуçарнипе тĕрлĕрен культура, спорт мероприятийĕсем йышлă иртеççĕ. Çак кунсенче çеç, акă, коллективсен пултарулăх смотр-конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Сцена çинчи чи-чи пĕчĕк артистка икĕ çулхи Ангелина Лукиянова, аслисенчен вара саккăрмĕш теçеткере те хуткупăспа туслă В. Яковлев пулнă. Конкурса кашни ялтанах уйрăм çемьесем те хастар хутшăннă.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика