06 мая 2009 г.
Тăван халăха çутта туртнă Яковлева чысласа çулсеренех Чăваш чĕлхи кунне уявлаççĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕре халалласа сăвă-юрă янăрать. Пирĕн ума сăваплă ĕçĕ-хĕлĕ хăйĕн чыс-хисепĕпе тухса тăрать.
Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта вăй хуракан чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем И.Яковлев эрнине туллин ирттерчĕç. Пĕрремĕш вырăнта вĕренекенсене ырă çыннăмăрăн улăпла хăвачĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, тивĕçлĕ таланчĕпе паллаштарса ăша хывтарасси, калавĕсемпе юмахĕсене тимлесси тата Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн сăваплă ĕçĕпе мухтанма, ăна хисеплеме, юратма вĕрентесси пулса тăчĕ.
Иван Яковлев калавĕсемпе юмахĕсене ачасем хаваспах йышăнаççĕ. Вĕсем ăса вĕрентсе калакан ваттисен сăмахĕсемпе пуян. Вăтам классенче вĕренекенсем хайлавсене чăвашла та, акăлчан чĕлхипе те вуларĕç тата ÿкерчĕксем ăсталарĕç. “Пирĕн пултарулăх” кружок членĕсем Д. Семенов, С. Марков, Т. Арланова, Л. Арланова, А. Полякова, Э. Наумова, М. Исаева, Д. Исаева хăйсен таланчĕсене “Лаша шырани” сценкăра кăтартрĕç.
Иртнĕ çул шкул ачисем вĕрентекенсемпе пĕрле Кăнна Кушкинче, Иван Яковлевич çĕр-шывĕнче, пулса курни, унти вырăнсемпе паллашни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ: Н. Артемьева хăйĕн калавĕпе итлекенсене кăсăклантарма тата ыйтăвĕсене тулли хуравпа тивĕçтерме пултарчĕ.
Халăха пурăнма вĕрентсе каланă пил сăмахĕсене пирĕн асра тытмалла, пăхăнса пурăнмалла. Ырă çын пулса ÿсесси тăван халăхпа чĕлхене юратнинчен, савăнăçпа телее тус-юлташпа пайлама пĕлнинчен, атте-аннене хисеплесе вĕсемшĕн усăллă ĕç тăвассинчен нумай килет. Аслă классенче вĕренекенсем çакна “Чăваш халăхне” халала вуласа ăша хывма тăрăшрĕç.
“Сарпи вулавĕсем” конкурсра “Автор сăввисем” номинацире Т. Арланова 3-мĕш вырăна тухрĕ (ертÿçи М. Иванова), М. Рыбкина лауреат дипломне (ертÿçи Г. Хлебникова), Т. Арланова, А. Телепнева, Н. Якушкина, М. Полюдова, М. Рыбкина сертификат илме тивĕçлĕ пулчĕç.
6-мĕш класра М. Селендеева чăваш чĕлхи кунĕ тата Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ ячĕпе “Çăкăртан асли çук” темăпа уçă урок ирттерчĕ. Ачасем выçлăх, вăрçă çулĕсенче асаплă пурăннине, çăкăра мĕнле майпа туса илнине, тирпейлĕ те перекетлĕ пулмаллине аван ăнланчĕç. Çакна Иван Яковлевичăн “Кулачă” калавĕ тăрăх ĕçлени те лайăх çирĕплетрĕ.
Паянхи кун Чăваш чĕлхи пĕтĕм тĕнчипе янăрать. Хамăрăн Аслă вĕрентекенĕмĕрпе мухтанатпăр. Унăн ĕçне пирĕн малалла туса пымалла, тăван чĕлхене аталантармалла, тĕпчемелле, упрамалла.
М. ИВАНОВА.