06 мая 2009 г.
Патăрьел районĕн прокуратури ачасене сывă пурнăç йĕрки туса парас тĕллевпе кăларнă саккунсене мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслерĕ. Ку енĕпе хăш-пĕр вĕрентÿ учрежденийĕнче çитменлĕхсем пуррине палăртрĕ.
Акă, Тутар Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ “Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” акцире ирттерекен мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унта Тутар Сăкăт вăтам шкулне акци планне хатĕрлеме, “Сывлăх урокĕ” ирттерме, çакăн пирки ял тăрăх сайтĕнче çутатма хушнă. Анчах та Тутар Сăкăт вăтам шкулĕ хăй тĕллĕнлĕ юридици сăпачĕ шутланать, ял тăрăхне пăхăнмасть. Планри пунктсем пирки прокурор протест тăратнă, ăна пурнăçланă.
Районти 15 вăтам шкулта, 16 ача садĕнче штатра медицина ĕçченĕ пур. Медкабинетсем мĕн пур ача сачĕсенче тата Патăрьелĕнчи 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам, Шăнкăртамри вăтам тата тĕп шкулсенче уçнă.
Тĕрĕслев чылай шкулсенче чи ансат медоборудовани, васкавлă пулăшу пама чи кирлĕ эмелсен пуххи çуккине кăтартрĕ. Хăш-пĕр шкулта информатика кабинечĕсенче çутă норматив ыйтнине тивĕçтермест. Çакă куç кураслăха аванах сиенлеме пултарать. Чылай шкулсенче интернетри вĕренÿпе çыхăнман сайтсене чăрмавсăр кĕме пулать. Ку вара ачасен ăс-тăнне юрăхсăр витĕм кÿрет. Хăш-пĕр шкулта вара интернетпа усă курмалли регламент ыйтăвĕсене кăтартнă документсем те çук.
Роспотребнадзорăн территори пайĕ тĕрĕсленĕ хыççăн 7-мĕш профучилищĕн сывлăх пунктне вĕренекенсемпе ĕçлекенсене тĕрлĕ чир-чĕртен прививка тума 60 кунлăха чарнă пулнă. Çакна административлă право йĕркине, санитарипе эпидемиологи законодательствине пăсни çинчен çырнă протоколпа килĕшÿллĕн тунă.
Тĕрĕслев хăш-пĕр шкулта ачасене çитерекен апат калори тата физиологи ыйтни тĕлĕшĕнчен çителĕксĕррине кăтартрĕ. Менюра сĕт апат-çимĕçĕ çук, аш-какай эрнере пĕр хут çеç параççĕ.
Прокуратура Патăрьелĕнчи “Василек” ача садĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн законодательствине мĕнле пурнăçласа пынине те тĕрĕсленĕ, мĕншĕн тесен ку ыйту та ачасен сывлăхне хÿтĕлессипе çыхăннă. Заведующи пирки административлă ĕç пуçарнă, ăна штрафланă.
Вĕренекен ачасен сывлăхне шкулта сыхлассине пурин те тимлĕ пăхмалла, мĕншĕн тесен сывă та тĕреклĕ организм шкулта йĕркеленет. Çакна шкулти педагогика коллективĕсен яланах асра тытмалла. Ачасен сывлăхĕн шанчăклă хÿтлĕхĕ яланах пултăр.
Е. ИВАНОВА,
район прокурорĕн пулăшуçи.