06 мая 2009 г.
Б. гражданин ял тăрăх пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухне В. гражданинпа каварлашса ял тăрăх укçине çаратас çул çине тăнă.
2007 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче Б. гражданин Г. гражданина хутмалли сезон вăхăтĕнче, 2007 ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2008 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕччен, 3-мĕш разрядлă кочегар-операторта ĕçлеттерме хушу кăларнă. Г. гражданин вара кунта ĕçлеме килĕшмен. Çапах та ун ячĕпе ĕçе илме ыйтса заявлени çырнă, ытти документсене те хатĕрленĕ. В. гражданин уйăхсерен табель лартса пырса Б. гражданина çирĕплетме тăратнă. Уйăхсеренех çав табеле централизациленĕ бухгалтерие панă. Çапла май Б. тата В. гражданинсем Г. гражданин ячĕпе алă пусса укçа илсе тăнă.
Çакăн пек майпа вĕсем 2006 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2007 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕччен, 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 15-мĕшĕччен, 2008 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа 2009 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен укçа вăрланă.
Çак фактсем пирки РФ Уголовнăй Кодексĕн 3-мĕш пайĕн 160-мĕш, 1-мĕш пайĕн 292-мĕш статйисемпе никĕсленсе уголовнăй ĕç пуçарнă.
Д. ТАЗЮКОВ, районсем хушшинчи
следстви пайĕн аслă следователĕ.