06 мая 2009 г.
Кăçалхи виçĕ уйăхра водительсен айăпĕпе республикăри çул-йĕр çинче çирĕм автоавари пулнă. Синкерлĕ инкекре икĕ çын вилнĕ, 30-шĕ аманнă. Маларахри çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вилекенсен шучĕ 150, аманнисен 172,7 процента çитнĕ. Кăтарту палăрмаллах япăхланни, паллах, пăшăрхантарать.
Пирĕн район территорийĕнче виçĕ уйăхра автобуспа пĕр авари пулнă, унта пĕр çын аманнă.
Республикăра автобуссемпе çакăн пек кăткăс лару-тăру сиксе тухнин тĕп сăлтавĕ – водительсем автобуспа çынсене илсе çÿренĕ чухне нормативлă право акчĕсене пăхăнманни.
Çавăн пекех пассажирсене кирлинчен ытларах лартни, водительсемпе пĕрле çÿрекене тивĕçлĕ инструктаж паманни, çул-йĕр кирлĕ пек пахалăхлă пулманни те авари пулас хăрушлăх патне илсе çитерет.
Маларах асăннă факторсене шута илсе тата Раççей шалти ĕçсен министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн апрелĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа майăн 10-мĕшĕччен республикăра “Автобус” оперативлă профилактика операцийĕн пĕрремĕш этапĕ иртет.
Т. БОРИСОВА, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.