АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханмасан масар та, ял та çунса кайĕ

08 мая 2009 г.

Çуркуннехи ăшă кунсем савăнăç та юрату çеç илсе килмелле пек. Анчах пурнăçра тĕрлĕрен лару-тăру пулса тухать. Акă, сăмахран, районти пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, апрелĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа майăн 4-мĕшĕччен 13 пушар тухнă. Калама кăна вĕт! Чылайăшĕ вара шăп та лăп хамăр айăппа, асăрханманнипе пулнă. Çынсем таврана тирпейлес, тасатас тĕллевпе пуçтарнă çÿп-çапа çунтараççĕ, вут вара типĕ курăк çийĕн малалла ыткăнать. Çак сăлтавпа Шăнкăртамри ял хĕрринче, Треньелĕнчи вăрман тăрăхĕнче, Тутар Сăкăт вăрманĕнче, Первомайскинче, Тикешре чутах пысăк инкек сиксе тухман. Апрелĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Ахпÿрт хирĕнчи çÿп-çапа тивертсе янă. Вăл вара пысăк хăвăртлăпа çунса Вăтаел масарĕ патнех çитнĕ, кунти картана тивсе илнĕ, чылай вил тăпри çинчи хĕрессене те çунтарнă. Акă мĕн патне илсе çитерет асăрханманлăх!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика